Нимрен те хăраман Борька Цариков

Борис Андреевич Цариков 1926 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Гомель хулинче çуралнă. Вăрçă пуçлансан нимĕçсем арçын ача умĕнчех унăн аслашшĕне вĕлернĕ. Боря партизан отрядне кĕнĕ, ирсĕр фашиста тавăрма шухăш тытнă. Пирĕннисем нумай нимĕçе, çитмĕл танка, нефть турттаракан пĕр состава тĕп тунă. Чи çаврăнăçулли пулнă май Борька партизансене пысăк усă кÿнĕ. Çапăçу вăхăтĕнче аманнисене те çăлнă вăл – Днепр шывĕ урлă каçарнă. Борькăн кĕске ĕмĕрĕ 1943 çулта вĕçленнĕ.

***

Хулара тăман вĕçтеретчĕ. Хĕвел хĕртсе пăхатчĕ, тÿпе те лăпкăччĕ. Симĕс курăк, кăвак шыв çийĕн вара тирек мамăкĕн тăманĕ тухнăччĕ. Ун витĕр Борька урапапа чупатчĕ. Урапи чĕриклететчĕ... Йĕри-тавра пĕтĕмпех çаврăнатчĕ: тÿпе те, тирексем те, мамăк юрĕ те, урапан тимĕр кăшăлĕ те... Мĕн тери лайăхчĕ, пĕтĕм тавралăх кулатчĕ, Борькăн урисем те çăмăллăн чупатчĕç... Анчах ку ун чухнеччĕ... Халĕ мар.

Халĕ вара ... Борька урамра чупать, урисене хура тăхлан тулса ларнă тейĕн. Вĕри те йÿçек сывлăша çăтать те суккăр пекех ăçта лекет, унталла ыткăнать. Урамра вара тăман тăрать, унчченхи пекех. Хĕвелĕ те çаплах хĕртет. Тÿпере кăна тĕтĕм юписем курăнаççĕ, вăйлă сасă хăлхана хуплать, самантлăха пĕтĕмпех хытса ларать. Тăман та, шурă мамăк та сывлăшра чарăнать тейĕн. Кантăк çурăлнă евĕр сасă каять... «Çав тимĕр кăшăл ăçта-ха? – тĕлĕкри пек шухăшлать Борька. – Тимĕр кăшăл ăçта?..» Куç умĕнче пĕтĕмпех саланнăн туйăнать. Акă сывлăш та çитми пулчĕ. «Тимĕр кăшăл...» – пăшăлтатать арçын ача. Унăн умĕнче вара гимнастеркăллă салтак тăрать. Шăпăрлан ăна тата хулана хураллакан ытти салтаксене те шывпа çăкăр пырса паратчĕ, лешсем кашнинчех тав тăватчĕç. Борька вĕсемпе туслашсах кайрĕ. Халĕ вара...

– Каятăр-и?.. – ассăн сывлать вăл.

– Борька, – тет салтак. – Борька Цариков! – арçын ача умĕнче айăпа кĕнĕн пуçне усать. – Каçар, Борька... Анчах эпир таврăнăпăр-ха!..

 

***

Нимĕçсем хулана ăнсăртран пырса кĕчĕç. Малтан танксем асăрханса иртрĕç, унтан пысăк грузовиксем курăнчĕç те хула тÿрех ют пулса тăчĕ... Таçта та нимĕçсем хуçаланса çÿреççĕ...

Борькăн пиччĕшĕпе амăшĕ – Саратовра. Арçын ача вара ашшĕпе пĕрле часах вăрмана партизансем патне кайĕ. Çапла калаçса татăлчĕç вĕсем. Анчах унччен аслашшĕ патне те кĕрсе тухмалла-ха.

Пÿртрен пÿрт патне асăрханса чупса каçакан Борька нимĕçсем тĕлне лекесрен сыхланать. Ялтан тухсанах траншейăсем курăнса кайрĕç. Йĕри-тавра пушар хыççăнхи тĕтĕм йăсăрланать. Никам та тытса чарманнине кура Боря траншейăна сикрĕ. Чĕри чутах чарăнса лармарĕ – траншея тĕпĕнче унччен арçын ачапа калаçнă, таврăнма сăмах панă салтак выртать. Вăл халь-халь çĕкленессĕн туйăнать. Çывăхрах тепĕр салтак вилли... Унтан татах... Траншея тăршшĕпех тин кăна чĕрĕ пулнă салтаксем ĕмĕрлĕх ыйхăра выртаççĕ.

Пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе Борька каялла çаврăнчĕ. Ури айне кăна пăхса пычĕ вăл, хăлхара шав тăнăран такам кăшкăрнине те тÿрех илтмерĕ. Аранах пуçне çĕклерĕ те хăйĕн умĕнче нимĕç тăнине асăрхарĕ. Лешĕ кулать. Темĕн калать хăй. Анчах арçын ача нимĕн те ăнланмасть. Акă нимĕç айккинерех пăрăнчĕ, ирттерсе ярас тенĕ паллă ĕнтĕ ку. Борька ун çине пăха-пăха иртсе кайрĕ. Нимĕç çаплах кулать. Сасартăк вăл автоматне çĕклерĕ те арçын ача хыççăн утрĕ.

Борька чупма тытăнчĕ, нимĕç тата хытăрах кулса ячĕ те автомат сасси илтĕнсе кайрĕ. Акă чĕтрени те, шикленни те таçта çухалчĕ. Чун-чĕрере темĕн улшăнчĕ тейĕн.

Каллех хулана, шкул çывăхне мĕнле лекнине аса илеймерĕ вăл. Акă шкул. Анчах малтанхи мар ĕнтĕ – нимĕçсен казарми. Борьăн класĕнче, чÿрече анинче нимĕç шăлаварĕсем типсе выртаççĕ. Нимĕçĕ хăй те юнашарах, кăмăллăн шăхăркаласа ларать.

Борька куçне хупрĕ те ăна нумай сасă илтĕннĕн туйăнчĕ. Акă такамăн кăлтăр-кăлтăр кулли янăрать. Иккĕмĕш парта хушшинче ларакан Надюшкăн мар-ши? Акă урай çăвакан Ивановна шăнкăравпа пурне те урока хăвалать пек.

Куçне уçрĕ те – каллех нимĕç. Çав ирсĕр таврашĕ шкулта хуçа пек уткалать, ĕмĕрĕпех кунта пурăннă тейĕн. Çавăнтарах вара, кирпĕч стена çинче, Борька хăйĕн ятне каскаласа çырнă вырăн та пур. Арçын ача шкул çине пăхрĕ, çав йĕксĕксем унта мĕнлерех саркаланса утнине сăнарĕ те чĕри инкеке систернĕн хĕссе илчĕ...

Урамсем пĕчĕк юхан шывсем пек, пĕри теприне «юхса кĕрет». Борька вĕсемпе пĕрле чупать. Сасартăк вăл такăнчĕ... Малта, ишĕлчĕксем хушшинче, çĕтĕк тумлă хĕрарăмсемпе ачасем тăраççĕ, нумаййăн. Йĕри-таврах овчаркăсем сыхлаççĕ. Вĕсен хушшинче вара çаннисене тавăрнă, çăварне пирус хыпнă салтаксем уткаласа çÿ-реççĕ.

Хÿтлĕхсĕр хĕрарăмсем ним йĕркине ăнланмасăр кĕпĕрленеççĕ. Ушкăнра нăйкăшнă сасă та илтĕнет. Часах ишĕлчĕксем хыçĕнчен питĕ нумай грузовик тухрĕ. Овчаркăсем асав шăлĕсене кăтартса çĕкленчĕç. Нимĕçсем те хускалчĕç, хĕрарăмсемпе ачасене прикладпа хăвалама тытăнчĕç.

Çав ушкăнра Борька иккĕмĕш парта хушшинче ларнă Надюшкăна тата унăн амăшне, çавăн пекех шкулта урай çуса пурăннă Ивановнăна асăрхарĕ. «Мĕн тумалла? Вĕсене мĕнле пулăшмалла?» Борька сарнă çул патне пĕшкĕнчĕ те яка чул илсе хăй мĕн тунине ăнланмасăрах малалла ыткăнчĕ.

Вăл овчарка хăй еннелле мĕнле çаврăннине те асăрхамарĕ. Йытă арçын ача патне çĕнтерĕвĕ пирки пĕр иккĕленмесĕр чупса та мар, утса кайрĕ. Нимĕçе те ку хумхантармарĕ, вăл тÿрех çаврăнса тăчĕ. Борька вара чупать-ха, нимĕн те курмасть. Анчах Надюшкăн амăшĕпе Ивановна йытта асăрхарĕç те кăшкăрса ячĕç: «Йытă! Йы-тăăă!» Вĕсем кăшкăрнăран лапам та шăпланчĕ. Акă Борька йытта асăрхарĕ. Вăл çаврăнчĕ те тарма тытăнчĕ. Йытă та ун хыççăн чупрĕ.

Борька кĕтеселле пăрăнса кĕчĕ, йытă та ун хыççăнах. Çакна курнă нимĕç кулса ячĕ. Хĕрарăмсем вăйлăрах çухăрма тытăнни Борькăна тата васкатрĕ тейĕн. Вăл кирпĕчпе çÿп-çап купи çине çăмăллăн сиксе хăпарчĕ, çаврăнчĕ те шăл кăтартакан йытта курнипе ăна вăй-хăват хушăнчĕ. Хăйĕн çине сиксе ларма хатĕрленекен овчаркăна тепĕр хут куçран тинкерчĕ, юнашар выртакан тутăхнă лумпа хÿтĕленме тытăнчĕ. Овчарка сикрĕ те кирпĕчсем çине тăрăнчĕ, шăпланчĕ. Ку Борька вĕлернĕ пĕрремĕш тăшман пулчĕ. Арçын ача вилнĕ йытă çине çаврăна-çаврăна пăхса аслашшĕн ялне чупрĕ.

 

***

Вĕсем вăрман сукмакĕпе утаççĕ, урисем тĕтре ăшне путаççĕ. Чаршав хыçĕнчен тухнăн тимĕрçĕ лаççи курăнса кайрĕ. Аслашшĕ шала иртрĕ те йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Вĕсем çулăм чĕртсе тимĕр шаккама тытăнчĕç.

Сасартăк аслашшĕ мăлатукне хучĕ, сÿнсе пыракан тимĕр çине пăхса çапла каларĕ:

– Куратăн-и? Куратăн-и, этем вăйĕ тимĕре те авать...

Борька авăнакан тимĕре мăлатукпа çапать, аслашшĕн сăмахĕсем çинчен шухăшлать, манма юраманнине аса илет. Хĕрарăмсемпе ачасене хĕреслĕ машинăсем çине лартса таçта илсе кайнине... Траншейăра курнă нимĕçе... Овчаркăн шăлĕсене...

– Çук, эсĕ итле-ха мана, ватăскере. Вăйпа вăй та пĕр мар. Нимĕçсем те пирĕнтен хăватлăрах пулаймĕç...

Ăнсăртран алăк уçăлса кайрĕ те тимĕрçĕ лаççине куçа шартаракан çутă кĕчĕ. Çавăнтах автомат тытнă нимĕç курăнса кайрĕ. Шартлама сивве пула сăн-пичĕ хĕрелнĕ, кăвак куçĕсем вара кулаççĕ. Фриц алăк урлă каçрĕ те ватă çынна хăйĕн чĕлхипе темĕн каларĕ. Старик хул пуççине сиктеркелерĕ кăна.

Нимĕç çав сăмахсенех тепĕр хут каларĕ, унăн сасси йытă вĕрнине аса илтерчĕ. Аслашшĕ пуçне сулчĕ. Нимĕç ун çине хаяррăн тинкерчĕ те... автоматран печĕ. Старик чунĕ тухиччен хăйне вĕлерекен çине мар, мăнукĕ çине пăхса илчĕ, аллинчи мăлатукне ÿкерсе вăраххăн тĕшĕрĕлсе анчĕ.

Нимĕç йăл кулса алăкран тухма çаврăнчĕ, пĕр утăм турĕ çеç... Самант та иртмерĕ. Сахалрах. Борька çиçĕм-ле хăвăртлăхпа çитсе тăшмана каскинчен мăлатукпа çапрĕ, йăл кулăллă пичĕпе урайне чышрĕ. Шурса кайнă аллисенчен автоматне тăпăлтарса илчĕ. Сасартăк такам нимĕçе чĕннине илтрĕ.

– Шнель, Ганс!.. Шнель!..

Борька аслашшĕ çине юлашки хутчен пăхса илчĕ те кĕрĕкне йăтса тимĕрçĕ лаççинчен чупса тухрĕ. Унта тепĕр нимĕç васкать. Арçын ача ăна автоматран персе пăрахрĕ.

 

***

Борька юр ăшне пута-пута кунĕпех утрĕ, халтан кайрĕ, темĕнле лăпкă ял хыçĕнчи сивĕ хура мунчара çĕр каçрĕ. Тул çутăлма пуçларĕ кăна вăл каллех малалла васкарĕ, вăрманта «аттен» партизан отрядне шыраса шаларах та шаларах кĕчĕ. Пĕр чĕптĕм вăй та юлмасан вара, куç умĕнче хĕрлĕ сарă çаврашкасем иртме тытăнсан, хыçалта юр кăчăртатни илтĕнчĕ...

Борька автоматне лайăхрах тытса вăртах çаврăнчĕ, анчах халтан кайнипе çавăнтах ларчĕ: ун çине карабинлă каччă пăхса тăрать, хăлхаллă çĕлĕкĕ çинче хĕрлĕ йĕр пур.

Борька çĕр пÿртре вăранчĕ. Палламан çынсем ун çине тĕлĕнсе пăхаççĕ.

(Вĕçĕ çитес номерте).

Альберт ЛИХАНОВ çырнине

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.