Комментари хушас

24 Утă, 2014

Тарса килнĕскерсене тĕрев кирлĕ

Ытлари кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта тĕпрен илсен Украинăри Донецк тата Луганск облаçĕсенчен Раççей территорине килекен çынсене регистрацилес, вырнаçтарас ыйтусене сÿтсе явнă.

Премьер-министр палăртнă тăрăх - РФ территорине паянхи кун тĕлне 144 пин çын килнĕ, вĕсем Федерацин миграци службинчен ĕçлессипе çыхăнман статус ыйтнă. «Пирĕн пата Украина гражданĕсем ахаль те йышлăн килсе çÿренĕ - ĕçлеме, çак 144 пин çын вара - ĕçпе çыхăнман статус илес текенсем», - тенĕ Дмитрий Медведев. Раççейĕн чикĕ çумĕнчи регионĕсем çак юхăма йышăнма вăй çитереймеççĕ, кĕркунне тата хĕлле çынсене палатка лагерĕсенчен ăшă çуртсене куçармаллине шута илсен - пушшех. Çавăнпа çĕр-шывăн ытти субъекчĕн майĕсене кура çынсене унта куçармалла.

Дмитрий Медведев Правительство йышăну кăларни çинчен пĕлтернĕ, унпа килĕшÿллĕн вăхăтлăх пурăнмалли пунктсем йĕркелемешкĕн регионсене трансфертсем пама пăхнă. Бюджет ассигнованийĕсен виçи - 3,5 млрд тенкĕ. Çавăн пекех Украина гражданĕсене йышăнассине йĕркелеме ФМСа 780 млн тенкĕ параççĕ.

Федерацин миграци службин ертÿçи Константин Ромодановский пĕлтернĕ тăрăх - Украинăн Раççей территорийĕнчи гражданĕсен йышĕ нарăсăн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан - 30%, ачасен йышĕ икĕ хут ытла ÿснĕ /Крыма шута илмесĕр/. Халĕ Раççейре - Украинăн 1,96 млн гражданинĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пуçласа килнисем тата кунта пурăнакансем - 515 пин çын. Вĕсем - Украинăн кăнтăр-хĕвел анăç облаçĕсен çыннисем. Çак йышăн 80% ытла пайĕ - чикĕ çумĕнчи территорисенче.

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче Украинăн 345 гражданинĕ пулнă. Çав шутра 226 çын - ĕçлеме пултаракан çулсенчи çынсем, 43-шĕ - шкул çулне çитмен ачасем, 52-шĕ - шкул çулĕсенчи ачасем. Тарса килнĕ май кунта вăхăтлăх пурăнма ирĕк памашкăн ФМС управленийĕнчен 260 çын ыйтнă.

Чăваш Ен территорине хăйсем тĕллĕн килекенсем тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем патĕнче, çавăн пекех вăхăтлăх икĕ пунктра /«Контур» АУО тата «Чăваш Ен-курорт» АУО базисенче/ вырнаçаççĕ. Врачсен бригадисем вĕсен сывлăхне тĕрĕслессине йĕркеленĕ.

Республикăна куçса килсе кунта ĕçе вырнаçас кăмăллă граждансем валли йĕркеленĕ вакансисен ятарлă банкне куллен çĕнетеççĕ, унта - 1,5 пин ытла пушă ĕç вырăнĕ. Çав шутра 651-шĕ - пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерекен вакансисем. Çак кăтартусене Чăваш Республикин влаç органĕсен порталне, ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин официаллă сайтне кĕртнĕ.

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне республикăри вĕрентÿ организацийĕсене Украинăн 22 гражданинĕ заявка панă. 6 çын - шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене, 14 çын - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, 2 çын - професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисене. 20 ачана вĕренме йышăннă та ĕнтĕ. Тата 2-шне, професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче пĕлÿ илес кăмăллăскерсене, тивĕçлĕ йĕркепе утă уйăхĕн 25-мĕшĕ хыççăн йышăнĕç.

Д.ПЕТРОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.