Киловатт-сехетсене - тĕрĕс тараса çине

24 Утă, 2014

«Акă, пирĕн Çурçĕр производство уйрăмĕн ертÿçисем электричество вăрланине çирĕплетнĕ çынсем тĕлĕшпе черетлĕ административлă ĕçсем пуçарма сĕнеççĕ, - каласа парать «Атăл çинчи МРСК» АУОн /«Россети» АУО ГК тытăмне кĕрет/ «Чăвашэнерго» филиалĕн директорĕн хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Николай Миронов сĕтел çинчи хутсене кăтартнă май, - пĕр тĕслĕхре киловатт-сехетсене 5 пин ытла тенкĕлĕх вăрланă, тепринче килĕшÿ тумасăр усă курнă энерги хакĕ 3 пин тенкĕрен иртнĕ». Пит çирĕп айăплав мар-ха. Линисемпе хăйсем тĕллĕн çыхăннăшăн, электричествăпа çапла усă курнăшăн административлă майпа кăна мар, уголовлă йĕркепе те айăплама пултараççĕ. Электроэнерги вăррисем тĕлĕшпе РФ УК 165 статйин 1 пайĕпе усă курма пулать - хуçана улталаса пурлăх тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн пысăк штраф тÿленисĕр пуçне ирĕклĕхсĕр юласси те часах.

«Электроклептомансен» сĕмсĕрлĕхĕ виçесĕр. Нумаях пулмасть Красноармейски районĕнче пăтăрмах сиксе тухнă: электроэнерги вăрланă чухне алăранах ярса тытнă гражданин сеть компанийĕн баланс тата электроэнергие шута илекен ушкăнĕн сотрудникĕ çине алă çĕкленĕ. «Çапла, хирĕçÿллĕ самантсем пулкалаççĕ: йытăпа та вĕслетеççĕ, усал сăмахсем те калаççĕ, анчах çакăн пек уççăнах вăйпа усă курни - пуçласа», - теççĕ энергокомпани представителĕсем. Çав тĕслĕхпе полици адмĕç пуçарнă - айăпли тивĕçлипе явап тытĕ.

Электроэнергипе килĕшÿ тумасăр тата шута илмесĕр усă курнипе кĕрешесси ытахальтен пурнăçлакан ĕç мар. «Россети» АУО ертÿçисем обществăн экономика хăрушсăрлăхне тата унăн ĕçĕн çирĕп тăнăçлăхне тивĕçтерессине электросеть комплексĕн тĕп тĕллевĕсен шутне кĕртеççĕ. Çулленех «Чăвашэнергон» хăрушсăрлăх, электроэнерги транспорчĕн управленийĕсен ĕçченĕсем тата полици тÿрĕ кăмăллă мар потребительсене тупса палăртас енĕпе вун-вун рейд ирттереççĕ. Ялсене час-часах тухса çÿресе «малти фронтра» çак ĕçе баланс тата электроэнергие шута илекен ушкăн сотрудникĕсем те куллен пурнăçлаççĕ. Энергетиксем мĕнешкел сиен тÿснине тавçăрма йывăр мар. Вăл питĕ пысăк. Ку - электролинисене юсама, çĕннисене тума, çĕнĕ оборудовани туянма каймалли укçаччĕ.

Тепĕр тесен ĕçĕ «Чăвашэнерго» тÿсекен тăкакра кăна та мар. Усă курнă энергишĕн тÿленĕ чух перекетлес тесе паянхи кулибинсем темле мелпе те усă кураççĕ: электросчетчик ĕçне сĕмсĕррĕн чăрмантараççĕ, проводсене ун умĕн çыхăнтараççĕ, сывлăшри электролинисем çине провод ывăтаççĕ... Çак хăтланусене пула электричество сечĕсем çине ытлашши «тиев» лекет, электроэнерги пахалăхĕ чакать. Çавна май йăлари техника кăна сиенленмест, тĕрлĕ инкек, пушар пуласси те инçе мар. Çапла вара ним айăпсăр çынсем шар кураççĕ.

Акă мĕншĕн энергетиксем вырăнсенчи администрацисен пуçлăхĕсем пулăшасса шанаççĕ, саккунпа килĕшÿллĕн вĕсем хăйсен территорийĕсене энергипе тивĕçтерессишĕн те яваплă вĕт. Паллах, халăхшăн та ик айкки те тăвайкки пулмалла мар. Кашни РЭСрах «хĕрÿ лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ, хăрушсăрлăх управленийĕн те «шанăç телефонĕ» пур - /8352/ 39-92-62. Вĕсемпе электроэнерги вăрланă тĕслĕхсем пирки пĕлтерме пулать. Энергокомпанире кăмăллăн палăртрĕç: çынсен ăнланулăхĕ улшăнать, чылайăшĕ хăйсен криминалпа çыхăннă интересĕсене мала хурса ыттисен ырлăхĕ çине суракансемпе çырлахасшăн мар - çавнашкал граждансем систернĕ май электричество вăррисене тупса палăртнă тĕслĕхсем нумайлансах пыраççĕ.

Усал пулăмпа энергетиксем анлăн кĕрешнине палăртмалла - вăрăсене тупнипе кăна çырлахмаççĕ. Унашкаллинчен сыхланни пĕлтерĕшлĕ: кивĕ счетчиксене çĕннисемпе, тĕрĕсреххисемпе, улăштараççĕ, çĕнĕ потребительсене çыхăнтармалли процедурăна ансатлатаççĕ, электролинисене реконструкциленĕ чухне изоляциллĕ проводсемпе /СИП/ усă кураççĕ - вĕсемпе вăрттăн çыхăнаймăн.

Сăмах май, çав СИП тĕслĕ металшăн çунакансене те, çăмăл услам шыраса электролинисене куç хывакансене, илĕртмест - усси сахал-çке. Çапла, энергетика объекчĕсенчен пурлăх вăрланă тĕслĕхсем сахалланаççĕ, нумаях пулмасть кăна-ха унашкалли çуллен темиçешер теçетке пулатчĕ, çапах электрооборудовани управлăхĕ пур пĕр пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пурлăх вăрланин виçĕ тĕслĕхне шута илнĕ - Улатăр, Тăвай, Пăрачкав районĕсенче. Улатăрта ĕçлекен подстанцирен трансформатор çăвне юхтарса кайнă. «Çусăр ĕçленĕ май трансформатор юрăхсăра тухать - ку тĕслĕхре те çапла пулнă, - ÿпкелеççĕ энергетиксем, - паллах, оборудование хута ятăмăр, потребительсене электричествăсăр хăварма юрамасть, анчах тупса палăртман çав çынсен хăтланăвĕ пирĕншĕн хакла ларчĕ - 70 пине яхăн тенкĕлĕх».

Тăвай районĕнче вара преступление уçса панă - айăпли суд умне тăрĕ. Вăл вăхăтлăх ĕçлемен электролинин 15 км проводне каснă. Кунашкалли ан пултăр тесе энергетиксем оборудование сÿтсе хума тăрăшаççĕ-ха. Филиалăн производство уйрăмĕсенче электроэнерги парса тăмалли технологие хутшăнман объектсен реестрне хатĕрленĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, 19 км ВЛ-0,4 тата 10 кВ линисене, 11 КТПна сÿтнĕ. Çакă та - хушма ĕç, тăкаклă, анчах оборудовани шанчăклă упранать, кирлĕ пулсан ăна часах каялла лартма пулать. Тăвайра çав лини электричество парса тăнă хуçалăх кĕçех тепĕр хут ĕçлесе каясса кĕтнĕ, çавăнпа линие тĕкĕнмен. Анчах «пуçаруллă» çын тупăннă, ăна тăван районти ял хуçалăх производствине çĕнĕ вăй парасси пĕртте пăшăрхантармасть-тĕр.

Ку хутĕнче проводсене темле ĕçкĕçсем е нушаллă çынсем мар, хăйĕн пысăках мар бизнесне тытса пыракан çын куç хывни тĕлĕнтерет. Тепĕр тесен - унăн сиене саплаштарма укçи пурах-тăр. Полици уголовлă ĕç пуçарнисĕр пуçне «Чăвашэнерго» сиене шыраса илме тавăç хатĕрлет. Паллах, виçи пĕчĕк мар. Çĕнĕ проводсем туянасси, вĕсене карасси, транспорт тăкакĕсем - вун-вун пин тенкĕлĕх.

Çакна та каламалла: хапсăнупа çăмăлттайлăх пĕтĕçсен инкек çураласси те часах. Айккинчи çынсем энергообъектсенче суранланнă тĕслĕхсен тĕп пайĕ - шăпах электроэнерги, энергооборудовани вăрлама тăнипе сăлтавланнăскерсем. Республикăра провод касма тăрсан çын вилнĕ е йывăр аманнă тĕслĕхсем манăçман-ха. Телее, юлашки çулсенче Чăваш Енре унашкалли пулман, çапах хăшĕ-пĕрин çăмăлттайлăхĕ сисчĕвлентерет.

Калăпăр, электролини юпине пырса тăрăнтарас тесен транспорт хатĕрĕн рулĕ умĕнче мĕнлерех пуçтах пулмалла?! Çулталăк пуçланнăранпа - çавнашкал 6 тĕслĕх. Тепĕр тесен электричество хăрушлăхĕ тепĕр чух пач кĕтмен çĕрте те пулать. Сăмахран, пулăра. Халĕ анлă усă куракан углепластик вăлтасем тока пăхăр пралук пекех лайăх яраççĕ. Вăлта тăршшĕ 6-7 метра та çитет. Çыран хĕррипе е юхан шыв урлă иртекен электролиние вăлтапа лектересси - ним те мар. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулăçсене вилĕм кÿнĕ çакнашкал инкек темиçе те пулнă ĕнтĕ.

Упранăр! Электролинисем, трансформатор подстанцийĕсем, электричество щичĕсем пысăк хăрушлăх кÿни пирки ан манăр.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.