Archive - Mar 2014

март 28th

Пĕрисем çуркуннене хĕвел ăшшишĕн кĕтеççĕ, теприсем симĕс курăкшăн, ешĕл улăх-çараншăн тунсăхласа çитнипе, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк чĕрĕлнĕ чухне çĕнĕ вăй кĕрессе шаннипе. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çулталăкăн çак вăхăтне «Студентсен çуркунни» фестиваль пуçланнипе кĕтет.

Чылай студент стипенди çитсе пыманнипе ĕç шыраать. Хăшĕ-пĕри çак утăма ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу илме май çуккине туйса тăвать. Республикăра нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемье сахал мар. Паллах, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаканскерсене хурлама сăлтав çук. Хăшĕ-пĕри промоутерта, таксистра, официантра, мерчендайзерта, курьерта ĕçлет, теприсем пĕлтерÿ çыпăçтарса çÿреççĕ, виççĕмĕшĕсем сутуçăра вăй хураççĕ. Студентсене вĕреннĕ хушăрах ĕçлеме мĕн хистет-ха? Вĕсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ?

Хисеплĕ редакци! Сирĕн хаçатра усăллă канаш яланах тупма пулать. Манăн та ыйту пур. Пирĕн хĕр кăçал институт пĕтерет. Вăл куçăн мар майпа пĕлÿ пухать, çав вăхăтрах хулари пĕр лавккара вăй хурать. Унта вăл 2010 çултанпа ĕçлет. Манăн шухăшпа, вĕренекен ачана сесси вăхăтĕнче отпуск илсен те тÿлемелле. Эпĕ çакăн пирки пĕр хаçатра тахçан вуланăччĕ. Анчах халĕ ĕç паракансем çав отпуска хăйсен шучĕпе кăна параççĕ. Пирĕн ача та сесси вăхăтĕнче çулталăкра икĕ хут отпуск илет, ăна уншăн тÿлемеççĕ. Организаци çапла хăтланса тĕрĕсех тăвать-ши?

Интернет пирĕн пурнăçра тарăн тымар ячĕ. Пĕтĕм тĕнчери серепе пурне те "тыткăна илчĕ": ватти те, вĕтти те халĕ компьютер умĕнче ларать. Шăмăршă район администрацийĕнче иртнĕ пĕр канашлура каланă тăрăх – паян районта пурăнакансен 75 проценчĕн килте компьютер пур, ытларахăшĕ Интернетпа çыхăнать. Вун-вун çемьере – нетбук, планшет, ноутбук.

Иван САЛАНДАЕВ

Çуркунне çитсен урологсем патне черет вăрăмланать. Хĕрарăмсене шăк хăмпи шыççи канăçсăрлантарма тытăнать. Цистит сунас мар, хăй тĕллĕн иртмест.

Специалистсен шучĕпе цистит пыршăлăх вирусĕ лекнипе пуçланать. Çын шăнсанах бактерисем харсăрланса каяççĕ. Хĕрарăмсен шăк çулĕ кĕске те сарлака. Çавăнпа бактерисем унта çăмăллăнах лекеççĕ.

Дмитрий Бубновский

Анчахрах кролик усрама пуçларăмăр. Вĕсене мĕнпе тăрантарсан аванрах. Çак чĕр чунсене пур апат та каять-и.

Олег МАТВЕЕВ.

Етĕрне районĕ,Советски ялĕ.

Pages