Комментари хушас

28 Пуш, 2014

Хĕвеллĕ, уçă çĕртре ÿстерĕр

Пахча çимĕçре нитрат ан пухăнтăр тесен мĕн тумалла?

З.КУЗЬМИНА,

Тăвай районĕ.

Сиенлĕ хутăшсем ан пухăнччăр тесен пахча çимĕçе хĕвел çути ла­йăх ÿкекен вырăнта ÿстерĕр. Ÿсен-тăран çăра пулсан та лайăх мар. Çулла сивĕ те хĕвелсĕр çанталăк чылай вăхăт тăрсан азот им-çамĕпе сахалрах усă курмалла. Теплицăна çутă япăх ÿкет, çавна май унта ÿсекен пахча çимĕçе те хими им-çамĕпе сахалрах «хăналама» тăрăшăр. Сăмах паллах азот хушнă им-çам пирки пырать. Çимĕç пиçсе çитесси уйăх-уйăх çурă юлсан удобренипе усă курма пăрахмалла.

Нитрат шайĕ пахча çимĕçре нумай ан пухăнтăр тесен ăна каç енне пухма /кăларма, татма/ тăрăшăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.