- Чăвашла верси
- Русская версия
Çуркунне вăй илет
Çуркунне çитсен урологсем патне черет вăрăмланать. Хĕрарăмсене шăк хăмпи шыççи канăçсăрлантарма тытăнать. Цистит сунас мар, хăй тĕллĕн иртмест.
Специалистсен шучĕпе цистит пыршăлăх вирусĕ лекнипе пуçланать. Çын шăнсанах бактерисем харсăрланса каяççĕ. Хĕрарăмсен шăк çулĕ кĕске те сарлака. Çавăнпа бактерисем унта çăмăллăнах лекеççĕ.
Циститпа чирлĕ хĕрарăм тепĕр чух килтен те тухаймасть. Кашни 3-4 минутран шăк ыраттарса тухни халтан ярать. Çийĕнчех сипленмесен чир тарăна кайма пултарать. Çавăнпа чир пуçламăшĕнчех тухтăр патне каймалла. Микроба тата шыççа хирĕç кĕрешекен эмелсĕр ĕç тухмĕ. Вĕсемпе сипленнипе пĕрлех юн çаврăнăшне лайăхлатакан препаратсемпе тата шăк хăвалакан курăксем (чăрăш тăрри, хурăн кăчки) пирки те манмалла мар. Кунсерен 1,5-2 литр шыв ĕçни шăкпа пĕрле бактерисене кăларма пулăшĕ.
Сипленнĕ хушăра эрех-сăрапа газлă шыв, тăварлă, пăрăçлă, маринадланă тата тĕтĕмленĕ çимĕçпе пачах усă курма юрамасть. Вĕсем шăк хăмпине пушшех тăртантарса чире вăйланма кăна пулăшĕç.
Çакна ас тăвăр: пыршăлăх вирусĕ шăк хăмпине ан лектĕр тесен савăшăва кĕриччен малтан ар органĕсене питĕ лайăх çумалла.
Уролог,
Комментари хушас