Серепене çаклансан

Интернет пирĕн пурнăçра тарăн тымар ячĕ. Пĕтĕм тĕнчери серепе пурне те "тыткăна илчĕ": ватти те, вĕтти те халĕ компьютер умĕнче ларать. Шăмăршă район администрацийĕнче иртнĕ пĕр канашлура каланă тăрăх – паян районта пурăнакансен 75 проценчĕн килте компьютер пур, ытларахăшĕ Интернетпа çыхăнать. Вун-вун çемьере – нетбук, планшет, ноутбук.

Çакна пĕрре те хирĕçлеймĕн: Интернетăн пурнăçри витĕмĕ çав тери пысăк. Мĕн кăна пĕлместпĕр-ши ун урлă? Яппунсем туй кунĕнче шапа ăшаласа çинине те, Африкăри пĕр кÿлĕре çирĕм виçĕ метрлă крокодил тытнине те, эрмен çынни аллă виçĕ хутчен авланса уйрăлнине те...Те тĕрĕс ĕнтĕ хыпарĕ, те суя – Интернет пурне те çăтать.

Чăнах та, Интернет ăс-тăна пуянлатать, тавра курăма ÿстерет, çĕнĕ туссем тупма та пулăшать. Унпа усă курса çемье çавăрнисем те сахал мар. Мĕнле кăна тавар сĕнмеççĕ тата Интернетра? Укçу кăна пултăр.

Усси, чăнах та, нумай. Анчах сиенĕ те тем чухлех. Интернет уйрăмах ачасемпе çул çитмен çамрăксен ăс-тăнне пăтратать. Кун пирки тĕнчери ученăйсем хытă пăшăрханса калаçаççĕ.

Интернетра вăл е ку информаци шыранă чух çамрăксемпе ачасем килĕшÿсĕр сăн ÿкерчĕксемпе, çаппа-çарамассене ÿкернĕ видеосюжетсемпе тĕл пулаççĕ. Курманнин курас килет тенĕ пек кăсăклансах паллашаççĕ вĕсемпе.

Юрать-ха ачасене эротикăран хÿтĕлекен ятарлă программăсем туса хатĕрлерĕç. Çак программăпа усă курни шыравран порнографипе çыхăннă япаласене сирме май парать.

Ачасем кунĕ-кунĕпе онлайн-вăйăсенче, чатсемпе социаллă сĕрепере ларнин сиенĕ ÿссех пырать. Çамрăксен уçă сывлăшра çÿрес, çут çанталăк илемĕпе киленсе сывлăха тĕреклетес шухăш та çук. Вĕсем алла кĕнеке е хаçат-журнал тытмаççĕ, спортпа культура мероприятийĕсене хутшăнмаççĕ. Пĕртен-пĕр тусĕ – Интернет.

Тухтăрсем те "чан çапаççĕ": Интернет ачасемпе çамрăксен куçне вăйсăрлатать, компьютер умĕнчен хăпма пĕлмен çамрăксен çурăм шăмми кукăрăлать. Кунне икĕ сехетрен ытла ларма юрамасть ун умĕнче.

Вĕренÿре те тÿнтерле витĕмĕ палăрать. Ара, мĕншĕн кĕнеке вуламалла, сочинени çырмалла е реферат хатĕрлемелле – енчен те Интернетра пурте пулсан? Хăшĕ-пĕри реферата Интернетран "уçласа" илсе вуласа тухмасăрах учителе тыттарать. Кунта вĕрентекенĕн тимлĕхĕ питех те кирлĕ. Ачасене хăйсен тĕллĕн çырма, шухăшлама, тĕпчеме хăнăхтармалла.

"Хăвăрăн ачăрсене Интернет тыткăнĕнчен çăлăр!" – çапла чĕнсе калать православи чиркĕвĕ малашлăх пирки пăшăрханса.

Паян педагогсемпе педиатрсен те чунĕ лăпкă мар: шкул çулне çитмен ачасен хушшинче дисграфипе дислекси ÿсни, вĕсен психикипе хăйсене хăйсем тыткаласси япăхланни хытă палăрать. Психологсем те пăшăрханаççĕ: компьютер умĕнче нумай ларакан ачасем питĕ хăвăрт тарăхаççĕ, сăлтавсăрах çилленеççĕ, çапас-хĕнес туйăмĕ те пысăк.

Чăнах та, компьютерпа ĕçлеме пĕлмен çын паян хуть те мĕнле тытăмра та професси тĕлĕшĕнчен ÿсеймест, тĕрлĕ информацие кирлĕ çĕре вăхăтра çитереймест, Интернет май паракан тĕрлĕ çăмăллăхпа усă кураймасть.

Апла пулсан мĕн тумалла-ха? Специалистсем пĕчĕк ача усă куракан компьютер паха пулмаллине палăртаççĕ. Ачасем валли ятарлă компьютер та сутаççĕ. Гигиена ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен, вĕрентÿ тата аталану программисем, флеш-мультиксем, ÿкерчĕксем тума тата музыка çырма вĕрентекен программăсем усăллă пулмалла.

Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачи компьютерпа мĕнле вăйăсем вылянипе интересленсех тăмалла, вĕсем агресси, экстремизмпа терроризм тыткăнне çакланасран хытă асăрханмалла.

Интернет пурне те – çитĕннисене те, ачасене те – усă кăна кÿтĕрччĕ. Ачасемпе çамрăксем Интернет пулăшнипе илемлĕхе хăнăхчăр, тĕнче культурин пуянлăхĕсене курма-пĕлме вĕренччĕр.

 

Иван САЛАНДАЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.