Çĕрлесерен çĕлесен те вĕренме ĕлкĕрет

28 Пуш, 2014

Пĕрисем çуркуннене хĕвел ăшшишĕн кĕтеççĕ, теприсем симĕс курăкшăн, ешĕл улăх-çараншăн тунсăхласа çитнипе, виççĕмĕшĕсем çут çанталăк чĕрĕлнĕ чухне çĕнĕ вăй кĕрессе шаннипе. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм çулталăкăн çак вăхăтне «Студентсен çуркунни» фестиваль пуçланнипе кĕтет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăл пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче старт илнĕ. Кăçалхи мероприятие Культура çулталăкне, хĕллехи Олимп вăййисене тата Ленинграда фашист ункинчен кăларнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Маларах асăннă шкулăн профком председателĕн Илья Ядуркинăн шухăшĕпе - çак фестиваль студентсен пултарулăхĕн мĕн пур енне кăтартса парать:

- Пĕр кунлăха çамрăксем режиссер, сценарист, артист, ÿнерçĕ, дизайнер пулса тăраççĕ. Тепĕр чухне вĕсенчен те ирттереççĕ. Çавăнпа кăçалхи студентсем мĕнпе савăнтарасси тата тĕлĕнтересси пирки тÿрех татса калама çук, анчах вĕсен пултарулăхĕ хĕллехи ыйхăран вăратасси пирки иккĕленместĕп.

Иртнĕ эрнере И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче виçĕ факультетăн пĕрлештернĕ командин концерчĕ иртнĕ. Медицина, химипе фармацевтика тата управленипе социаллă технологисем факультечĕсенче вĕренекен студентсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Жюри членĕсем вĕсен юрри-ташшине çеç мар, дефилене те пысăк хак панă. Модельсене хатĕрлес ĕçре медицина факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен Дарья Филатова нумай тăрăшнă. Пултаруллă пикепе тĕл пулса калаçма май килчĕ.

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.