Сывлăх

15 Çĕртме, 2016

Опытлă, анлă пĕлÿллĕ специалист

Республикăн ÿтпе венери чирĕсенчен сиплекен диспансерĕнчи опытлă, анлă пĕлÿллĕ специалистсен йышĕнче Татьяна Иголкина дерматовенеролога та палăртмалла. Вăл çак отрасльте 1994 çултанпа ĕçлет, аслă квалификаци категорине тивĕçнĕ.

15 Çĕртме, 2016

САХĂР ДИАБЕЧĔПЕ АПТРАСАН

Сахăр диабечĕпе аптракансене мĕнле улма-çырла тата мĕн чухлĕ çиме юрать-ха? З. Бойко диетолог сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

Чие

Чĕрри кăна мар, шăнтнă чие те тимĕрпе пуян. Юн тымарĕсенче тăхасем пулса каясран хÿтĕлет. Ку 2 тип диабетпа чирлĕ, атеросклероз пур çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чиери сахăр юнри глюкоза шайне ÿстермест. Çавăнпа диабетиксем ăна кунне 200-300 грамм çиме пултараççĕ.

Киви

15 Çĕртме, 2016

ТИПĔТНĔ ШĂЛАН ÇЫРЛИ

Шăлан çырлинчен сывлăхшăн питĕ усăллă çу хатĕрлеме пулать. Типĕ çырласене мăлатукпа шаккаса вĕтетмелле. Эмальленĕ кастрюле 1 стакан çырла тата 2 стакан тасатнă /рафинированное/ хĕвелçаврăнăш çăвĕ ямалла. Шыв мунчине /шыв янă пысăкрах кастрюле/ лартмалла. Майĕпен вĕрекен шыв мунчинче 1,5 сехет тытмалла. Илсен пÿлĕмре пĕр талăк лартмалла та темиçе сий марля витĕр сăрăхтармалла. Холодильникре упрамалла. Темиçе рецепт пичетлетпĕр.

Pages