Пĕтĕмпех - кефирпа

15 Çĕртме, 2016

Кефир пыршăлăх микрофлорине, организмри япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртме, онкологи чирĕсен хăрушлăхне чакарма пултарнине тахçанах çирĕплетсе панă. Усăллă тем те пĕр хушсан унăн сиплĕ витĕмĕ тата ытларах вăйланать.

Виçене чакарма

0,5 литр кефир, 1 чей кашăкĕ теркăланă чĕрĕ импĕр тымарĕ, чĕптĕм корица, кăшт пыл кирлĕ.

Импĕре кефира ярса пăтратмалла, корицăпа пыл хушмалла. 10 минутран лăкаса е блендера ярса кăпăшлантармалла. Кунне 3 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Çăмăл диетăна пăхăнсан, хусканусем тусан эрнере 4 килограмм таран начарланма пулать.

Аппетита хирĕçле

300 миллилитр çуллă мар кефир, 5 панулми, кăштах корица порошокĕ кирлĕ.

Хуппине тасатнă вăтам панулмисене теркăпа хырмалла, кефирпа, корица порошокĕпе лайăх пăтратса хутăштармалла. Виçĕ пая уйăрмалла. иккĕмĕш ирхи апат, кахал апачĕ тата каçхи апат вырăнне ĕçмелле.

Вăй кĕртет

Чĕрĕ 1 çăмарта сарри, 2 апат кашăкĕ олива çăвĕ, 0,5 стакан кефир, пысăк мар 1 лимон, пысăк 1 панулми, вăтам 1 кишĕр кирлĕ.

Çăмарта саррине çупа, кефирпа, лимон сĕткенĕпе пĕрле лăкамалла. Вĕтĕ теркăпа хырнă панулмипе кишĕр хушса пăтратмалла. Кăнтăрлахи апат умĕн ĕçмелле.

Витамин хутăшĕ

1 стакан шăммине кăларнă сырлан /облепиха/ çырли, 1 стакан кефир, кăшт пыл кирлĕ.

Çырлана тÿмелле, пыл хушмалла. Кефира миксерта уйрăммăн кăпăшлантармалла, çырлапа пĕрле пăтратмалла. Кунне пĕрре ĕçмелле.

Шăк хăмпине, пÿрене тасатма

1,5 апат кашăкĕ шăнтнă е чĕрĕ кĕтмел /брусника/ çырли, 1 чей кашăкĕ сахăр, 1 стакан кефир кирлĕ.

Çырлана сахăрпа лайăх çăрмалла, кефир ярса пăтратмалла. 1 кунра ĕçсе ямалла. Курс — çулталăкра 2 эрне.

Шлаксене кăларма

Сельдерейĕн вăтам тымарĕ, 1 стакан кефир, 3 аçтăрхан мăйăрĕ, 1 шăл ыхра, пысăк мар çыхă петрушка кирлĕ.

Сельдерей тымарне вĕтĕ теркăпа хырмалла, кефирпа хутăштармалла, вĕтетнĕ мăйăр, тÿнĕ ыхра ярса пăтратмалла. Вакланă петрушка сапмалла. Кунне пĕрре ĕçмелле. Курс — çур çулта 10 кун.

Тибет шурсухалĕсен шĕвекĕ

0,5 стакан томат сĕткенĕ, 1 стакан кефир кирлĕ.

Томат сĕткенне кефирпа хутăштарса ирхине выç хырăмла ĕçмелле. Курс — 1 уйăх. Ĕçмелли схема çакăн пек: пĕр эрне ĕçмелле, пĕр эрнелĕх тăхтав тумалла. Шĕвек апат ирĕлессине лайăхлатать, атеросклероз аталанăвне чарса лартать, юнри холестерин шайне йĕркене кĕртет.

Асăрханăр

Кефир коктейлĕсене хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа, язва чирĕпе, пыршăлăхăн çивĕч тата вăрах чирĕсемпе, панкреатитпа, шăк çулĕсен чул чирĕпе аптракансен ĕçме юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.