Сывлăх

22 Çĕртме, 2016

ИРГАРА ЙӲÇЕК САХАЛ

Ирга вар-хырăм, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптрасан усăллă, юн пусăмне чакарать, куç çивĕчлĕхне лайăхлатать.

Çырлинче аскорбин йӳçекĕ, В ушкăнри витаминсем, япăх холестеринпа кĕрешекен япаласем пур. Йӳçек сахаллине кура ăна йӳçĕ çырла юраман çынсем те çиме пултараççĕ.

22 Çĕртме, 2016

ЫТАРМА ÇУК ÇĔР ÇЫРЛИ

Пахча çĕр çырли /клубника, земляника садовая/ тутлă кăна мар, усăллă та, шыççа, микробсене хирĕçле витĕм кÿрет. Халăх медицининче ÿсен-тăранăн тĕрлĕ пайĕнчен сиплĕ шĕвексем хатĕрлеççĕ.

Çырла шĕвекĕ. 2 апат кашăкĕ чĕрĕ çырлана термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Шăк лайăх хăвалать, тар кăларать, хытнă вара çемçетет.

22 Çĕртме, 2016

ХУПАХ КĂНА ТЕÇÇĔ ТЕ...

Чылайăшĕ пахчине хупахран тăрăшсах тасатать. Çумкурăк ÿстерес килмест паллах. Çав вăхăтрах хупахăн сиплĕ енĕсем пирки те манас марччĕ.

Вăл япаласен ылмашăнăвне йĕркене кĕртет, çăпанран хăтарать, çÿçе çирĕплетет. Унăн препарачĕсем тар, шăк хăвалакан, температурăна чакаракан, шыççа хирĕçле, вар хытнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăраççĕ. Сиплевре çулçипе, тымарĕпе, вăррипе, сĕткенĕпе усă кураççĕ.

Апат ирĕлессине йĕркене кĕртме. Вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ 1 апат кашăкĕ çулçине 1 стакан шыва ямалла. Шыв мунчинче 20 минут вĕретмелле, илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла.

22 Çĕртме, 2016

МĔНЛЕ МИНТЕР ЛАЙĂХРАХ?

Ирсерен вăраннă хыççăн ывăнчăклăх ниепле иртмест, пуç ыратать, ĕнсе канăçсăрлантарать, юлашки вăхăтра ыйхă канлĕ мар, юн пусăмĕ сикет пулсан сăлтавĕ минтерте пулма пултарать. Мĕнлине суйламалла-ха? Çак сĕнÿсене шута илни кирлĕ пулĕ.

Ортопеди минтерне тата хытă минтере хускану аппарачĕн чирĕсемпе аптракансен кăна туянмалла.

Сывлăх енĕпе кăлтăк çук çынсем валли вăтам хытă минтер е ĕнсе айĕ путăклă валик меллĕ.

22 Çĕртме, 2016

ХУРАТУЛ - ИРХИНЕ, КАКАЙ - КĂНТĂРЛА

Пĕр апатах тĕрлĕ вăхăтра çисен хăвна мĕншĕн урăхларах туятăн-ха? Огрганизм апата лайăх йышăнать е вăл хырăмлăха чул евĕр пусарать. Ку пĕтĕмпех пирĕн организм калорисене талăкăн уйрăм тапхăрĕнче лайăхрах ирĕлтернипе тата кашни апатăн хăйĕн вăхăчĕ пуррипе çыхăннă. Рациона çакна шута илсе йĕркелесен кирек хăш çимĕç те усă кăна кÿрĕ. Диетологсем çапла сĕнеççĕ.

Хуратул пăтти

Çиме чи лайăх вăхăт — ирхи тата кăнтăрлахи апатсем.

Pages