Комментари хушас

22 Çĕртме, 2016

ХУРАТУЛ - ИРХИНЕ, КАКАЙ - КĂНТĂРЛА

Пĕр апатах тĕрлĕ вăхăтра çисен хăвна мĕншĕн урăхларах туятăн-ха? Огрганизм апата лайăх йышăнать е вăл хырăмлăха чул евĕр пусарать. Ку пĕтĕмпех пирĕн организм калорисене талăкăн уйрăм тапхăрĕнче лайăхрах ирĕлтернипе тата кашни апатăн хăйĕн вăхăчĕ пуррипе çыхăннă. Рациона çакна шута илсе йĕркелесен кирек хăш çимĕç те усă кăна кÿрĕ. Диетологсем çапла сĕнеççĕ.

Хуратул пăтти

Çиме чи лайăх вăхăт — ирхи тата кăнтăрлахи апатсем.

Çак кĕрпе кăткăс углеводсен йышне кĕрет. Организм ăна майĕпен йышăнать. Хуратул пăттине çинĕ хыççăн хăвна нумайлăха тутă туятăн. Унсăр пуçне кĕрпе пыршăлăха тасатма витĕм кÿрекен клетчаткăпа пуян.

Çиме чи япăх вăхăт — каçхи апат.

Шута илме! Каçхи апата крахмаллă çимĕçсем пулмалла мар. Вĕсем организма саппассем тума хĕтĕртеççĕ, ку самăрлăх тата йывăр чирсем аталанасси патне илсе пырать.

Пылак /сахăр, пыл, варени/

Çиме чи лайăх вăхăт — ирхи апат.

Организм туса кăларакан инсулин сахăра ирхине лайăхрах ирĕлтерет. Унсăр пуçне пухăннă калорисене кун тăршшĕнче тăкаклама май килет.

Çиме чи япăх вăхăт — каçхи апат.

Шута илме! Сахăр апат ирĕлтерекен органа вĕчĕрхентерекен витĕм кÿрет, çакна пула ыйхă канăçсăрланать.

Улма-çырла

Çиме чи лайăх вăхăт — ирхи апатран пуçласа каçхи ултă сехетчен.

Вар-хырăм çулне лайăх ĕçлеме пулăшать, клетчатка пуррине кура вар хытасран хÿтĕлет, организмран канцерогенсене кăларать.

Çиме чи япăх вăхăт — каçхи апат.

Шута илме! Пылак мар улма-çырлари органика йÿçекĕсем хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхне вăйлатаççĕ, лăймака сийе вĕчĕрхентереççĕ. Крахмаллă пылак улма-çырлара калори нумай, хырăм ай парне йывăр лекет. Çавăнпа каçхине çывăрас умĕн нихăшне те çимелле мар.

Аш-какай

Çиме чи лайăх вăхăт — кăнтăрлахи апат.

Аш-какай — йывăрпа ирĕлекен çимĕç. Белок нумаййине кура вăй-хал кĕртет, тимлĕхе ÿстерет. Кунĕпех энергипе тивĕçтерет.

Çиме чи япăх вăхăт — каçхи апат.

Шута илме! Çĕрлене хирĕç çинĕ какай апат ирĕлтерекен тытăма йывăр витĕм кÿрет, ыйха пăсать.

Çăмарта

Çăмарта — тулли белок çăлкуçĕ, ирхи апатра та, кăнтăрлахи апатра та, каçхи апатра та вырăнлă.

Унра триптофан аминойÿçек пур, унăн шайĕнчен организмра лайăх кăмăл гормонĕ серотонин мĕн чухлĕ пуласси килет. Серотонин аппетита, кăмăла, ыйха хытах витĕм кÿрет.

Каçхине çывăрма выртиччен икĕ-виçĕ сехет маларах триптофанпа пуян апат çисен ыйхă лайăхланать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.