Пĕлни пăсмасть

21 Раштав, 2016

АХАХ - СИПЛĔ ЧУЛ

Тинĕс е юханшыв тĕпĕнчи хуранра çитĕннĕ чăн-чăн /искусствăлла майпа хатĕрлени мар/ ахах е ĕнчĕ /жемчуг/ хуçин сывлăхне питĕ сисĕмлĕ: вăл чирлĕ пулсан чул тĕссĕрленет, çуркаланать. Ахах çын чирне хăй çине туртса илет тесе шухăшлаççĕ.

22 Çĕртме, 2016

ЫТАРМА ÇУК ÇĔР ÇЫРЛИ

Пахча çĕр çырли /клубника, земляника садовая/ тутлă кăна мар, усăллă та, шыççа, микробсене хирĕçле витĕм кÿрет. Халăх медицининче ÿсен-тăранăн тĕрлĕ пайĕнчен сиплĕ шĕвексем хатĕрлеççĕ.

Çырла шĕвекĕ. 2 апат кашăкĕ чĕрĕ çырлана термосри тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Шăк лайăх хăвалать, тар кăларать, хытнă вара çемçетет.

26 Çу, 2016

Паха е суя пыл?

Пыла сахăр шывĕ, крахмал патки, мел, ытти пылак япала хушакан самай. Çапла майпа пулса çитмен е сахăр пылне ярăнтараççĕ. Паллах, çакă çимĕç пахалăхне палăрмаллах чакарать: йĕркеллĕ упранмасть, сиплĕхĕ чакать.

Нумайăшĕ шĕвек пыл хытнинчен сиплĕрех тесе шутлать. Сутуçăсем туянакансен кăмăлне тивĕçтерме çимĕçе ирĕлсе шĕвеличчен ăшăтаççĕ. Анчах капла тусан вăл усăллă япаласене çухатать. 60 градусран ытларах вĕрилентерсен унра наркăмăш - оксиметилфурфурл - пухăнать. Суя пыла çиелтен лайăххине кăштах ярса улталакансем те пур.

МĔНЛЕ ПĔЛМЕЛЛЕ?

24 Нарăс, 2016

ПĔРРЕ - ĂШĂ, ТЕПРЕ - СИВĔ

Контраст душĕ /вĕрипе сивĕ шывсене черетлесе тăрăх ярăнни/ иммунитета лайăхлатать, вăй-хал хушать, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, çавна май ытлашши виçерен хăтăлма пулăшать, мышцăсене, ÿте паха витĕм кÿрет. Процедурăна кашни кунах пĕрер хут тумалла. Вăхăтран-вăхăта çеç тусан усă пулмасть.

Йĕркине пăхăнăр

18 Нарăс, 2016

Пĕлни пăсмасть

  • Çĕрулмине алă вĕççĕн тукмакпа нимĕрлесен аванрах. Миксерпа нимĕрлетнĕ улма кăпăшка пулать, анчах унăн тути хăвăртрах пĕтет.
  • Кăмпапа апат хатĕрлетпĕр-тĕк - ăна вĕттĕн турама тăрăшăр. Унăн тути лайăх пулĕ. Хĕртекен техĕмлĕхсем ан хушăр - кăмпа тути пĕтет.
  • Чĕрĕ çĕрулмине теркăпа хырсассăн тÿрех кăштах сĕт ярса хутăштарăр - çĕрулми тĕксĕмленмĕ.
  • Çĕрулми нимĕрне сивĕ сĕт ярса шĕветмелле мар. Сĕте вĕретсе илĕр, кăшт сивĕтĕр. Вĕрирех сĕте нимĕре кăмалекленесрен пĕчĕккĕн ярса пăтратăр.

Pages