Паха е суя пыл?

26 Çу, 2016

Пыла сахăр шывĕ, крахмал патки, мел, ытти пылак япала хушакан самай. Çапла майпа пулса çитмен е сахăр пылне ярăнтараççĕ. Паллах, çакă çимĕç пахалăхне палăрмаллах чакарать: йĕркеллĕ упранмасть, сиплĕхĕ чакать.

Нумайăшĕ шĕвек пыл хытнинчен сиплĕрех тесе шутлать. Сутуçăсем туянакансен кăмăлне тивĕçтерме çимĕçе ирĕлсе шĕвеличчен ăшăтаççĕ. Анчах капла тусан вăл усăллă япаласене çухатать. 60 градусран ытларах вĕрилентерсен унра наркăмăш - оксиметилфурфурл - пухăнать. Суя пыла çиелтен лайăххине кăштах ярса улталакансем те пур.

МĔНЛЕ ПĔЛМЕЛЛЕ?

  • Пыла кашăкпа ăсса илмелле те хăй тавра çавăрттармалла. Паха çимĕç кашăк тавра яваланать, пĕр пек вăраххăн юхса тÿпеленет.
  • Кашăк пыла ăшă шывра ирĕлтермелле. Паха çимĕçпе шыв пăтранчăк пулать, тĕпне лармасть.
  • Пыл шывне кăштах йод хушмалла. Шĕвек кăвакарать - крахмал хушнă.
  • Пыл шывне ?1:3% 96 процентлă спирт ярса пăтратмалла. Шĕвек сарăрах шурă тĕслĕ - çимĕçре крахмал патки пур.
  • Хут хĕррине кăштах пыл юхтармалла. Хута шăрпăкпа тивертмелле. Ирĕлсе хуралма тытăнни сахăр янине систерет.

САХĂр ПЫЛĔ

Хăшĕ-пĕри хытса çитнĕ пыл илме сĕнет: кун пеккин пахалăхĕ лайăхрах-мĕн. Анчах çакă вăл пахине пĕлтермест. Кун пек пыла сахăр хушма пултараççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе хутăшса хытнипе ултава уйăрма йывăр. Кун пеккине сахăр пылĕ теççĕ. Хуртсене сахăр сиропĕпе тăрантарсан та çакăн пек пулать. Паха çимĕçе электрон тарасапа пĕлме май пур: 1 л лайăх пыл 1443 г таять. Сахăртан хатĕрленин вара пĕчĕкрех. Çак виçерен 100 г сахалраххи те вăл пахалăх тĕлĕшпе япăхраххине кăтартать.

Карас пылне туянни те ултавран сыхлаймасть: хуртсене сахăр сиропĕ парсан унăн та пахалăхĕ чакать.

Çакна асра тытмалла:

  • Ултавçăсенчен асăрханма паллакан, яланхи сутуçăран пыл илмелле.
  • Килтен киле сутса çÿрекенсенчен ан туянăр.
  • Саппаслăх туяннă чухне пахалăхне тĕрĕслесе пăхмалăх кăштах кăна илмелле. Тавар тивĕçтерсен малашне унран хăрамасăрах туянма пултаратăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.