Организма энергипе тивĕçтерме витаминлă фитококтейльсем ĕçмелле. Вĕсене пурне те çак рецептпа хатĕрлеççĕ. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ курăксен пуххи ямалла, шыв мунчине лартса 20 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.
1-мĕш рецепт. Шăлан çырлине, пылак тымара /корень солодки/, аралие, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ тата эхинацейăна пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Курăксен пуххинчен çÿлте асăннă меслетпе хатĕрленĕ шĕвеке кунне 2-3 хут апатсен хушшинче çуршар стакан ĕçмелле.
Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланас тесен шăла-çăвара яланах таса тытмалла.Çавăнпа апат çимессерен çăвара чÿхемелле. Шăла кунне икĕ хутчен - ирхине тата каçхине - тасатма сĕнеççĕ.
Шăл щетки ытлашши хытă пулмалла мар. Вăл шăл сийне пăсма пултарать. Çĕнĕрен туяннăскере темиçе хутчен супăньпе çумалла, спиртпа çиелтен сăтăрмалла. Кун пек тусан вăл лайăх тасалать. Шăл щетки кашни çыннăн уйрăм пулмалла.
Халăх медицининче аçтăрхан мăйăрĕн хуппипе тата шалти çурхахĕпе тĕрлĕ чиртен сипленме усă кураççĕ. Темиçе рецептпа паллаштарар-ха.
*Ăшĕнчи çурхахне коньяка ямалла, кăштах пыл хушмалла та пĕр эрне лартмалла. Зоб аптратсан кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
*Вар-хырăм пăсăлсан 300 грамм аçтăрхан мăйăрĕн шалти çурхахне вĕтетмелле, 1 стакан хĕрлĕ эрехе е спирта ярса 3 кун лартмалла. Вĕренĕ ăшă шыва 6-8 тумлам настойка ярса ĕçмелле.
Япони - нумай пурăнакан çынсен çĕр-шывĕ. Вăл çак енĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăнта тăрать. Кунта вăтамран 82 çул пурăнаççĕ. Шухăшласан, вăрăм ĕмĕрĕн уйрăм вăрттăнлăхĕ те çук темелле. Çынсем ăслă-тăнлă пурнăç йĕркине пăхăнни пулăшать пулас.