Шăла-çăвара таса тытăр

15 Çу, 2015

Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланас тесен шăла-çăвара яланах таса тытмалла.Çавăнпа апат çимессерен çăвара чÿхемелле. Шăла кунне икĕ хутчен - ирхине тата каçхине - тасатма сĕнеççĕ.

Шăл щетки ытлашши хытă пулмалла мар. Вăл шăл сийне пăсма пултарать. Çĕнĕрен туяннăскере темиçе хутчен супăньпе çумалла, спиртпа çиелтен сăтăрмалла. Кун пек тусан вăл лайăх тасалать. Шăл щетки кашни çыннăн уйрăм пулмалла.

Ачасем валли пĕчĕкрех те çемçерех щетка туянмалла. Шкул çулне çитмен ачасене щеткăпа кăна тасаттармалла. Мĕншĕн тесен вĕсем пастăпа усă курма пĕлмеççĕ. Пĕчĕкскерсем шăла пастăпа тасатнă чухне, сăмсапа сывлама пĕлмен пирки, чыхăнма пултараççĕ.

Шăл тунине щеткăпа сăтăрма кирлĕ мар. Уйрăмах шăл хушшине аванрах тасатмалла. Юлашкинчен çăвара лайăх чÿхемелле, унсăрăн пастăри имçам шăл тунине шыçтарма пултарать.

Шăл тасатас умĕн щеткăна шывпа йĕпетмелле. Çула каяс пулсан ăна футляр ăшне чикмелле. Çул çинче шăл тасатсан супăньлесе хумалла. Тепре тасатас умĕн лайăх çумалла. Çак йĕркене ашшĕ-амăшĕн ачисене пĕчĕкренех хăнăхтармалла.

Апатланнă хыççăн тĕрлĕ пахчаçимĕç е улма-çырла çини усăллă. Вĕсем шăла-çăвара тасатса уçăлтараççĕ. Çăвара эрнере икĕ хутчен апат содин ирĕлчĕкĕпе чÿхени те аван. Кун пек тума 1 стакан лĕп шыва çур чей кашăкĕ апат соди ямалла. Апата икĕ енчи шăлсемпе те чăмласа вĕтетмелле, унсăрăн «ĕçлемен» шăл çинче чул çитĕнет.

Шăл, ытти хытă япаласем пекех, ăшăпа сарăлать, сивĕпе пĕрĕнет. Çавăнпа та вĕри апат çинĕ хыççăн сивĕ шыв ĕçме е сивĕ шыв ĕçсенех вĕри апат çиме юрамасть. Кун пек чухне шăлăн пур сийĕ те пĕр харăс ăшăнса е сивĕнсе çитеймест. Çавăнпа унăн эмалĕ çуркаланать, шăл çирĕплĕхĕ чакать. Хавшанăскерте тĕрлĕ чир-чĕр пуçланать.

Протеза та шăл пекех тасатмалла. Çимессерен протезпа шăл туни хушшинчи апат юлашкисене лĕп шывпа чÿхемелле, унсăрăн ун çине те чул ÿссе ларать. Протезпа ытлашши хытă апат-çимĕç ?мăйăр, шăмă% катма е кăшлама юрамасть. Илĕнекен протеза апат çинĕ хыççăн кашнинчех шывпа чÿхемелле. Ăна кунне пĕрре тасатмалла, анчах янах çумне çыпçăнса тăракан енне тăтăшах тасатсан аслăланма пултарать. Протеза вĕри шывпа чÿхеме юрамасть, вăл юрăхсăра тухать. Çывăрас умĕн лайăх çуса тасатмалла, сивĕтнĕ шыва ярса лартмалла е типĕтсе коробкăна хумалла. Ăна тăхăнмасан çĕр каçа çăвар ăшчикки лайăх канать.

Паллах, шăл çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ăна таса тытни, катăласран асăрханни нумай чир-чĕртен хăтăлма пулăшать. Çапла вара çын ĕмĕрĕ те тăсăлать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.