ЯППУНСЕМ НУМАЙ ПУРĂНАÇÇĔ
Япони - нумай пурăнакан çынсен çĕр-шывĕ. Вăл çак енĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăнта тăрать. Кунта вăтамран 82 çул пурăнаççĕ. Шухăшласан, вăрăм ĕмĕрĕн уйрăм вăрттăнлăхĕ те çук темелле. Çынсем ăслă-тăнлă пурнăç йĕркине пăхăнни пулăшать пулас.
- Яппунсем апата виçеллĕ кăна çиеççĕ, пахча çимĕçе питĕ кăмăллаççĕ. Рационра кашни кунах чĕрĕ пахча çимĕç е улма-çырла пур. Вĕсенчен янкăр симĕссисем чи усăллисем шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, шпинат, салат, петрушка. Çавăн пекех - янкăр сарă-хĕрлисем.
- Çуллă апата тĕрĕс суйлаççĕ. Яппунсем çурма вегетариан диетине кăмăллаççĕ, выльăх çăвĕпе апатра питĕ сайра усă кураççĕ. Апат виçи те питĕ пĕчĕк, тăранса çитмесĕрех çиме чарăнаççĕ. Апат сиплĕхпе палăрса тăнине ĕненсе унпа туллин киленме тăрăшаççĕ.
- Яппунсен шухăшĕпе, çыннăн хăйне чей, салат, пан улми, хăяр, апельсин, мăн хăяр, тинĕс купăсти, çусăр йогурт тĕлĕшпе кăна чикĕлемелле мар.
- Вĕсем банан, çĕр улми, макарон, пулă, чăх ашĕ сахалрах çиеççĕ.
- Хĕвел çаврăнăш çăвĕпе олива çăвĕ пурнăçа тăсма пулăшнине кунта лайăх пĕлеççĕ. Вĕсенче паха йÿçек чылай. Организмра кирлĕ çу шайлашăвне тытса тăма кунне 1 чей кашăкĕ çителĕклĕ.
- Яппунсем рациона соя, чĕрĕ сĕт ытларах кĕртме сĕнеççĕ. Анчах чи пĕлтерĕшли - тĕрĕс апатланăва хастар хусканупа шайлаштарни. Ларса пурăнни - вăрăм ĕмĕр тăшманĕ.
- Тата пĕлтерĕшлĕреххи - туйăмсен шайлашулăхĕ. Яппунсен шухăшĕпе, хăйне телейлĕ туякан çын тăтăш хыпкаланакан, кăмăлсăр çынран нумайрах пурăнать. Вак-тĕвекшĕнех пăшăрханма пăрахса кашни самантпа савăнма вĕренмелле.
- Çăкăр вырăнне - рис. Ăна вĕсем кунне тăватă хут та çиме пултараççĕ. Çăкăр вара ирсерен кăна кăшт çиеççĕ. Рис - кăткăс углеводсен, минералсен, витаминсен пуян çăл куçĕ кăна мар. Унра тăвар питĕ сахал, çăра çусем, холестерин пачах çук. Çавăнпа вăл сывлăхпа вăрăм ĕмĕршĕн уйрăмах кирлĕ.
- Японин Окинава утравне вăрăм ĕмĕрлисен утравĕ теççĕ. Вырăнти халăх лăпкă кăмăллă, ниçта та васкамасть, хирĕçÿллĕ самантсене килĕштермест - вăйлă туйăмсене çын çине кăларасси йăлара мар. Кунта инсульт, инфаркт, усал шыçă, остеопороз, Альцгеймер чирĕн тĕслĕхĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ.
Комментари хушас