ÇУТÇАНТАЛĂК ЭНЕРГЕТИКĔСЕМ

16 Раштав, 2015

Организма энергипе тивĕçтерме витаминлă фитококтейльсем ĕçмелле. Вĕсене пурне те çак рецептпа хатĕрлеççĕ. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ курăксен пуххи ямалла, шыв мунчине лартса 20 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.

1-мĕш рецепт. Шăлан çырлине, пылак тымара /корень солодки/, аралие, шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ тата эхинацейăна пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Курăксен пуххинчен çÿлте асăннă меслетпе хатĕрленĕ шĕвеке кунне 2-3 хут апатсен хушшинче çуршар стакан ĕçмелле.

Курс - 2-3 эрне.

2-мĕш рецепт. Шăлан çырлине, катăркас /боярышник/ çырлине, каштан йĕкелне, типĕ е шăнтнă хура хурлăхана, сар çип утине /зверобой/ пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Курăксен пуххин шĕвекне кунне 2 хут апатчен 12-20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.

Курс - 3-4 эрне. Пĕр эрне тăхтанă хыççăн тата 2 эрне ĕçмелле.

Организмăн хÿтлĕх хăватне вăйлатма. 2-3 лимона çумалла, хуппипех тата вăррисĕр теркăпа хырмалла. Нимĕрĕ 1 стакан кирлĕ. Ăна 1 стакан пылпа хутăштармалла.

Кунне 3 хут апатсем хушшинче 1-ер апат кашăкĕ хутăш пĕтичченех çисе пурăнмалла. Сивĕтмĕшре упрамалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.