АХАХ - СИПЛĔ ЧУЛ

21 Раштав, 2016

Тинĕс е юханшыв тĕпĕнчи хуранра çитĕннĕ чăн-чăн /искусствăлла майпа хатĕрлени мар/ ахах е ĕнчĕ /жемчуг/ хуçин сывлăхне питĕ сисĕмлĕ: вăл чирлĕ пулсан чул тĕссĕрленет, çуркаланать. Ахах çын чирне хăй çине туртса илет тесе шухăшлаççĕ.

Вăл тĕрлĕ тĕслĕ пулать. Илемлĕ пулнипе кăна мар, сиплĕхĕпе те палăрса тăрать. Ахах, кальцин çут çанталăк çăлкуçĕ пулнă май, остеопорозран, гипертонирен сиплет, шăла çирĕплетет, чĕре ыратнине ирттерет, ăс-тăна ырă витĕм кÿрет, тытамакран, шăмă хуçăлсан пулăшать, температурăна, инфекци чирĕсем чухне шыçнине чакарать. Хаклă çак чул диабет, экзема, чĕре, пĕвер, шăк хăмпин, шăк çулĕсен чирĕсем аптратсан усăллă, апат ирĕлессине лайăхлатать. Унсăр пуçне юн кайнине чарать, юна лайăхлатать, юн сахаллинчен /малокровие/ хăтарать. Çавăн пекех щит евĕрлĕ пар чирĕсенчен, бронхитран, ÿпке шыççинчен, астмăран пулăшать. Ахах шăрçине пуç тавра çавăрса çирĕплетсен пуç ыратни иртет.

Сиплевре ахах шывĕпе усă кураççĕ. Ăна хатĕрлеме 4-5 пĕчĕк ахах шăрçине 1 стакан шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла. Çак шыв шыççа, микробсене, юн кайнине чаракан витĕмпе палăрса тăрать. Ăна вар-хырăм чирĕсем чухне, шăл туни юнăхсан ĕçеççĕ. Ахах шывĕнче ÿсен-тăрана пиçĕхтерсе ĕçме юрать.

Ахах ĕмĕре тăсма, йывăр чир хыççăн вăй пухма витĕм кÿнине çирĕплетеççĕ. Ăна ялан çакса çÿремелле мар. Вăхăт-вăхăтпа вĕретмен таса шыва темиçе сехете хурса тасатмалла. Унтан асăрханса кăлармалла та сивĕ тĕттĕм вырăнта типĕтмелле. Ахах хаклă ытти чул, уйрăмах сапфир, хăйĕнпе юнашар пулнине юратмасть.

Çак чула çемçе пусма татăкĕпе чĕркесе упрамалла. Ку ăна хĕвел пайăркисем лекесрен хÿтĕлет, вĕсем перламутра япăх витĕм кÿреççĕ. Эфир çăвĕсем, спирт ахах сийне пăсать. Çавăнпа шăрçа е алка çакма, çĕрĕ тăхăнма хатĕрленетĕр пулсан кирек мĕнле парфюмерипе усă курнă хыççăн 10 минутран кая мар иртмелле. Перламутрăн йăлтăркка тĕсĕшĕн этем тарĕ те сиенлĕ.

Ахахра типсе арканма пултаракан органика япали пур, çавăнпа унăн вăхăчĕ мĕнле пăхнинчен килет. Тĕрĕс упрасан вăл çĕр-çĕр çул илемне çухатмасть. Ан ватăлтăр тесен шăрçа ярăмне тăтăшрах çакса çÿремелле. Уйрăм шăрçасем пĕр-пĕрне перĕнсе сиенленесрен вĕсем хушшинче тĕвĕсем çыхса хăвармалла. Çипне вара кашни 2-3 çулта çĕннипе улăштармалла.

Тĕссĕрленесрен ахаха вăхăт-вăхăтпа ăшă супăнь шывĕнче çемçе татăкпа çумалла, таса шывпа чÿхемелле. Унсăр пуçне çĕрулми крахмалĕпе сăтăрма пулать — вăл ытлашши нÿрĕке сăхса илет, вараланнă вырăнсене тасатать.

Хуçине ахах хăвăрт хăнăхса çитет, ăна урăх çынна парнеленине килĕштермест. Хуçине вара усаллăхран, курайманлăхран хÿтĕлет. Ырă мар çыннăн ахахĕ нумай пурăнмасть, тĕксĕмленет, саланса каять.

Астрологсем ахах Зодиакăн Пулă паллинче çуралнă çынсемшĕн телейлĕ чул тесе шухăшлаççĕ. Ăна хĕрсене тата качча кайман хĕрарăмсене çакса çÿреме сĕнеççĕ.

Ахах куç илемне вăйлатать, куç ÿкесрен сыхлать, малашлăха курса тăма пулăшать, шухăшламасăр тăвакан утăмсенчен, вăрăсенчен, ултавлă хутшăнусенчен хÿтĕлет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.