Сывлăх

22 Çĕртме, 2016

ВАТ ХĂМПИ ЯПĂХ ĔÇЛЕТ

Ват хăмпин, ват çулĕсен, пĕвер ĕçĕ пăсăлсан сехре /ват шĕвекĕ/ тухасси йывăрланать. Лару-тăрăва йĕркене кĕртме халăх медицинин рецепчĕсем пулăшаççĕ.

Мелисса, пĕтнĕк, эмел курăкĕ

Пĕтнĕкпе мелиссан вĕтетнĕ типĕ çулçисене, эмел курăкĕн вĕтетнĕ типĕ чечекне пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Куккурус çÿçи

22 Çĕртме, 2016

Медицинăри çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес енĕпе пуян опыт пухнă

Республикăн офтальмологи клиника больници уçăлнăранпа çак кунсенче 35 çул çитрĕ. Куç чирĕсенчен сиплес, медицинăри çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес енĕпе кунта пуян опыт пухнă. Больница коллективĕ анлă пĕлÿллĕ, пултаруллă специалистсене пĕрлештерсе тăрать.

22 Çĕртме, 2016

ПАНУЛМИ УКСУСĔ

  • Ангина аптратсан панулми уксусĕпе сипленни хăвăртрах сывалма пулăшать. 1 стакан ăшă шыва 1 чей кашăкĕ панулми уксусĕ ярса пыра кашни икĕ-виçĕ сехетре чÿхемелле.
  • Урари венăсем варикозла сарăлсан ыратакан вырăнсене панулми уксусĕпе сăтăрмалла.
  • Ура тупанĕн ÿчĕ, чĕрнесем кăмпа чирĕпе /микоз/ сиенленсен ир-каç панулми уксусĕ сĕрмелле, типме памалла.
  • Ÿслĕк пуçлансан 1 чей кашăкĕ алоэ сĕткенне, 3 апат кашăкĕ панулми уксусне, çур стакан пыла хутăштармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 2-шер чей кашăкĕ ĕçмелле.
22 Çĕртме, 2016

ХУТАÇĔ УЙРĂМАХ ПАХА

Шалча пăрçин /фасоль/ хутаçĕпе ун çумĕнчи çакки организмри ылмашăну процесĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Хырăм ай парне ырă витĕм кӳреççĕ, гормонсем, çав шутра организма питĕ кирлĕ инсулин та, туса кăларма пулăшаççĕ. Ку сахăр диабечĕн çăмăл форми чухне çав тери усăллă.

Pages