МĔНЛЕ МИНТЕР ЛАЙĂХРАХ?

Ирсерен вăраннă хыççăн ывăнчăклăх ниепле иртмест, пуç ыратать, ĕнсе канăçсăрлантарать, юлашки вăхăтра ыйхă канлĕ мар, юн пусăмĕ сикет пулсан сăлтавĕ минтерте пулма пултарать. Мĕнлине суйламалла-ха? Çак сĕнÿсене шута илни кирлĕ пулĕ.

Ортопеди минтерне тата хытă минтере хускану аппарачĕн чирĕсемпе аптракансен кăна туянмалла.

Сывлăх енĕпе кăлтăк çук çынсем валли вăтам хытă минтер е ĕнсе айĕ путăклă валик меллĕ.

Айăк çинче выртнă чухне мăйпа хулпуççи хушшинчи кĕтес тÿрĕ пулмалла. Минтер çÿллĕшĕ хулпуççи сарлакăшĕпе танлашмалла. 9-14 сантиметр пулни виçеллĕ. Сарлака хулпуççиллисен — 14-17 сантиметр.

Формине çухатсан, лайăх мар шăршă кĕрсен, пуç лĕкĕленме пуçласан, çывăрса тăнă хыççăн пуç е мăй ыратсан минтере çĕннипе улăштармалла.

Çавăн пекех минтер ăшне мĕн тултарни те пĕлтерĕшлĕ. Йĕркипе палăртса тухар-ха.

Тĕве /сурăх/ çăмĕ

Лайăх енĕсем:

  • сывлăш кĕме пултарать;
  • нÿрĕке парăнмасть;
  • нумая пырать;
  • тусан пухмасть.

Япăх енĕсем:

  • аллерги витĕмĕллĕ;
  • хими мелĕпе тасатмалла.

Акăш /хур/ мамăкĕ

Лайăх енĕсем:

  • кĕлетке формине йышăнать;
  • кĕпе çумалли машинăна яма юрать;
  • формине хăвăрт тавăрать.

Япăх енĕсем:

  • аллергие хĕтĕртет;
  • чылай вăхăт типет.

Бамбук

Лайăх енĕсем:

  • аллергие пуçармасть;
  • бактерисене, кăмпана хирĕçле витĕмлĕ;
  • çăмăллăнах çăвăнать.

Япăх енĕсем:

  • нÿрĕлле таткаланать.

Хуратул хуппи

Лайăх енĕсем:

  • аллергие пуçармасть;
  • мăй, пуç формине йышăнать.

Япăх енĕсем:

  • хытă;
  • шавлă;
  • нумая пымасть.

Синтетика

/синтепон, халофайбер, ытти/

Лайăх енĕсем:

  • аллергие пуçармасть;
  • çывăрнă чухне пуçа тĕрĕс хума май парать;
  • тусан пухмасть.

Япăх енĕсем:

  • нÿрĕке япăх туртса илет;
  • пур тĕрлине те çума юрамасть.

“Сиплисем”

  • Кедр турпасĕнчен — сывлав çулĕсем тата чĕрепе юн тымарĕсем чирлĕ çынсем валли.
  • Кедр йĕкелĕн е мăйăр хуппинчен — юн пусăмне йĕркере тытма.
  • Курăксенчен — пуç ыратсан, ывăнчăклăхран, депрессирен, ыйхă вĕçнинчен пулăшать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.