ВАТ ХĂМПИ ЯПĂХ ĔÇЛЕТ
Ват хăмпин, ват çулĕсен, пĕвер ĕçĕ пăсăлсан сехре /ват шĕвекĕ/ тухасси йывăрланать. Лару-тăрăва йĕркене кĕртме халăх медицинин рецепчĕсем пулăшаççĕ.
Мелисса, пĕтнĕк, эмел курăкĕ
Пĕтнĕкпе мелиссан вĕтетнĕ типĕ çулçисене, эмел курăкĕн вĕтетнĕ типĕ чечекне пĕр виçепе илсе хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Куккурус çÿçи
2 апат кашăкĕ типĕ чĕртавара çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле. Çулăм çинчен илсен 20 минутран сăрăхтармалла. Кунне пĕрре апат умĕн 1 стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 1 эрне.
Сарă кушак ури
Сарă кушак урин /бессмертник/ 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Çур сехете вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 2 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.