Сывлăх

29 Çĕртме, 2016

СУЛХĂНА КИЛĔШТЕРЕТ

Икĕ çулçăллă любка /любка двулистная/ хыр, хурăн, юман вăрманĕсенче, тĕмсен чăтлăхĕнче тĕл пулать. Яланах сулхăнра, пулăхлă тăпра çинче ÿсет.

Халăх медицининче любкăн тымарне тата курăкне хушса хатĕрленĕ препаратсемпе организма пĕтĕмĕшле çирĕплетме, вăй-хал кĕртме, варвиттирен, вар-хырăм чирĕсенчен, сывлав органĕсен чирĕсенчен сипленме усă кураççĕ.

29 Çĕртме, 2016

СЫВЛАМА ÇĂМĂЛЛАНĔ

Сăмсан лăймака сийĕ шыçнипе /ринит/ сывлама йывăрлансан çак рецептсенчен пĕри те пулин пулăшма пултарĕ. Вĕсемпе сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

1. Эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, ăшă вырăнта 10 минут лартмалла. Унтан чечекĕсене ăшăлла марльăпа чĕркесе сăмса çине кунне темиçе хут хумалла.

29 Çĕртме, 2016

САМĂРЛĂХРАН - КУРĂК ПУЛĂШНИПЕ

  • Аппетита чакарма апатчен 20 минут маларах куккурус çÿçин шĕвекне стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. 2 апат кашăкĕ куккурус çÿçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа ăшăра 15 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Темиçе курс ирттермелле. Кашнинчех тăватă эрне сипленнĕ хыççăн 10-шар кунлăх тăхтавсем тумалла.
29 Çĕртме, 2016

ХĔРЛĔ КЛЕВЕР ЧЕЧЕКЕ ЛАРСАН

Хĕрлĕ клевера Çимĕк хыççăн, çĕртме-авăн уйăхĕсенче, пухса хатĕрлеççĕ. Хĕлле сипленме чечекне, курăкне, тымарне типĕтме юрать. Чĕртавар сиплĕ витĕмне çулталăк таран çухатмасть.

Клеверти флавоноидсем холестерина юн тымарĕсен стенкисем çинче пухăнма памаççĕ, пĕверте холестерин туса кăларассине чакараççĕ. Çавăнпа асăннă ÿсен-тăран атеросклерозпа чирлĕ, юн тымарĕсем сывă мар çынсемшĕн питĕ усăллă.

Pages