САМĂРЛĂХРАН - КУРĂК ПУЛĂШНИПЕ

29 Çĕртме, 2016
  • Аппетита чакарма апатчен 20 минут маларах куккурус çÿçин шĕвекне стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. 2 апат кашăкĕ куккурус çÿçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа ăшăра 15 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Темиçе курс ирттермелле. Кашнинчех тăватă эрне сипленнĕ хыççăн 10-шар кунлăх тăхтавсем тумалла.
  • Апатчен çур сехет маларах курăк чейĕ ĕçмелле. 2,5-ер чей кашăкĕ вĕтетнĕ календула чечекĕпе куккурус çÿçине, 2-шер чей кашăкĕ сар çип утипе /зверобой/ шăлан çырлине, 1-ер чей кашăкĕ йĕтĕн вăррипе пĕтнĕк /мята перечная/ çулçине, 2 апат кашăкĕ сарă кушак урин /бессмертник песчаный/ чечекне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса чей пек пĕçермелле.
  • 3 апат кашăкĕ укроп вăррине, 1,5-шер чей кашăкĕ вĕтетнĕ çăкапа календула чечекĕсене, 2 чей кашăкĕ упа çырлин /бузина черная/ чечекне, 2 чей кашăкĕ пĕтнĕк çулçине хутăштармалла. 2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Самăрлăх аптратнă чухне хывăх усăллă. Апата хушиччен ăна исленме тин вĕренĕ шыва 30 минута ярса лартмалла. Унтан шывне тăкмалла. Пулнă пăтта кирек мĕнле апата яма юрать. Малтан кунне 2-3 хут — 1-ер чей кашăкĕ, 7-10 кунран — 2-шер чей кашăкĕ, тата 10 кунран 2-шер апат кашăкĕ хушма юрать.
  • Самăрлăхран хур урин /лапчатка гусиная/ шĕвекĕ хушнă ванна пулăшать. 50-100 грамм типĕ курăка 1 витре шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Çак шыва хушнă ваннăра 20 минут выртмалла. Кашни 4 эрне хыççăн 10-шар кунлăх тăхтавсем тумалла.
  • Диетăна пăхăнмалла, рационра çу, углевод, тăвар виçине чакармалла. Каçхи апат — 19 сехетчен. Кирек мĕнре те виçелĕх кирлĕ. Ытларах хускалмалла, алкоголь ĕçмелле мар.
  •  

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.