СЫВЛАМА ÇĂМĂЛЛАНĔ

29 Çĕртме, 2016

Сăмсан лăймака сийĕ шыçнипе /ринит/ сывлама йывăрлансан çак рецептсенчен пĕри те пулин пулăшма пултарĕ. Вĕсемпе сывлăх лайăхланичченех сипленмелле.

1. Эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, ăшă вырăнта 10 минут лартмалла. Унтан чечекĕсене ăшăлла марльăпа чĕркесе сăмса çине кунне темиçе хут хумалла.

2. Кушак курăкĕн /валериана лекарственная/ вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ тымарне çур стакан олива çăвне ямалла, пăтратмалла. Тĕттĕм вырăнта 12 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне икĕ хут — ирхине тата каçхине — кашни сăмса шăтăкне 2-шер тумлам ямалла.

Çак тумлампа усă куриччен 20 минут маларах сăмса шăтăкĕсене лайăх тасатмалла, каланхоэ сĕткенĕ темиçе тумлам ямалла та шăнкартмалла.

3. Вăй курăкĕн /золотысячник/ вĕтетнĕ типĕ 3 чей кашăкĕ чечекне тата 1 чей кашăкĕ куккурус çÿçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, Савăта ăшă чĕркесе 12 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Шĕвекпе сăмса хăвăлĕсене кунне 2 хут çумалла.

4. Тулаш сиплевпе пĕрлех ятарлă шĕвек ĕçни те усăллă. Вĕлтренĕн 1 чей кашăкĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе ăшă вырăна лартмалла. Çур сехетрен сăрăхтармалла. Ăшă шĕвеке чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.

5. Вăраха кайнă, кăткăс тĕслĕхсенче сăмсана тумлатма 1-ер чей кашăкĕ пыла, эвкалиптăн аптека настойкине, çăра чей заваркине хутăштармалла. Ăна сăмсана кунне 3 хут тумлатмалла. Пĕрре усă курмалли виçе — çур пипетка. Курс — 3-5 кун.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.