СУЛХĂНА КИЛĔШТЕРЕТ

29 Çĕртме, 2016

Икĕ çулçăллă любка /любка двулистная/ хыр, хурăн, юман вăрманĕсенче, тĕмсен чăтлăхĕнче тĕл пулать. Яланах сулхăнра, пулăхлă тăпра çинче ÿсет.

Халăх медицининче любкăн тымарне тата курăкне хушса хатĕрленĕ препаратсемпе организма пĕтĕмĕшле çирĕплетме, вăй-хал кĕртме, варвиттирен, вар-хырăм чирĕсенчен, сывлав органĕсен чирĕсенчен сипленме усă кураççĕ.

Чĕртавара çĕртме-утă уйăхĕсенче пухса хатĕрлемелле. Тымарне тăпраран лайăх тасатмалла, сивĕ шывра çумалла, хулăн çип çине тирсе вĕрекен шыва ямалла, 5-10 минут вĕретмелле. Унтан çип çинчен илмесĕрех типĕтмелле. Сулхăн типĕ вырăнта упрамалла.

Ÿслĕк. Типĕ тымара çăнăх пуличчен вĕтетмелле. 1 чей кашăкĕ порошока 1 стакан шыва, шÿрпене е сĕте ямалла, 1 апат кашăкĕ паха хĕрлĕ эрех хушмалла. Кунне 3-4 хут 50-шар миллилитр ăшăлла ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Халсăрлансан. 1 апат кашăкĕ типĕ курăка 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çине лартса 5 минут вĕретмелле, илсен пĕр сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Çÿлти сывлав çулĕсен, çăвар чирĕсем. Çур чей кашăкĕ тымар порошокне тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла. Пăтратмалла та 15 минут вĕретмелле. Кунне 2-3 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сываличчен.

Шута илме: любка препарачĕсемпе гипертонипе, ыйхă вăрах вĕçнипе аптрасан сипленме юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.