Медицинăри çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес енĕпе пуян опыт пухнă

22 Çĕртме, 2016

Республикăн офтальмологи клиника больници уçăлнăранпа çак кунсенче 35 çул çитрĕ. Куç чирĕсенчен сиплес, медицинăри çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртес енĕпе кунта пуян опыт пухнă. Больница коллективĕ анлă пĕлÿллĕ, пултаруллă специалистсене пĕрлештерсе тăрать. Вĕсен йышĕнче аслă квалификаци категориллĕ офтальмолога, иккĕмĕш офтальмологи уйрăмĕн заведующине Анна Устяка палăртмалла. Вăл — Чăваш Енри медицина ĕçченĕсен ассоциацийĕн тата Раççейри офтальмологсен обществин Чăваш регион уйрăмĕн членĕ. Çак кунсенче Анна Михайловнăна ĕçри ÿсĕмсемшĕн “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ят парса чысларĕç.

Сăнÿкерчĕке больница сайтĕнчен илнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.