Комментари хушас

22 Çĕртме, 2016

ПАНУЛМИ УКСУСĔ

  • Ангина аптратсан панулми уксусĕпе сипленни хăвăртрах сывалма пулăшать. 1 стакан ăшă шыва 1 чей кашăкĕ панулми уксусĕ ярса пыра кашни икĕ-виçĕ сехетре чÿхемелле.
  • Урари венăсем варикозла сарăлсан ыратакан вырăнсене панулми уксусĕпе сăтăрмалла.
  • Ура тупанĕн ÿчĕ, чĕрнесем кăмпа чирĕпе /микоз/ сиенленсен ир-каç панулми уксусĕ сĕрмелле, типме памалла.
  • Ÿслĕк пуçлансан 1 чей кашăкĕ алоэ сĕткенне, 3 апат кашăкĕ панулми уксусне, çур стакан пыла хутăштармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 2-шер чей кашăкĕ ĕçмелле.
  • Панулми уксусĕ тимререн /стригущий лишай/ те пулăшать. Сиенленнĕ ÿте ăна кунне 5 хут сĕрмелле. Сиплев курсĕ — сываличчен.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.