ТИПĔТНĔ ШĂЛАН ÇЫРЛИ

Шăлан çырлинчен сывлăхшăн питĕ усăллă çу хатĕрлеме пулать. Типĕ çырласене мăлатукпа шаккаса вĕтетмелле. Эмальленĕ кастрюле 1 стакан çырла тата 2 стакан тасатнă /рафинированное/ хĕвелçаврăнăш çăвĕ ямалла. Шыв мунчине /шыв янă пысăкрах кастрюле/ лартмалла. Майĕпен вĕрекен шыв мунчинче 1,5 сехет тытмалла. Илсен пÿлĕмре пĕр талăк лартмалла та темиçе сий марля витĕр сăрăхтармалла. Холодильникре упрамалла. Темиçе рецепт пичетлетпĕр.

  • Йĕпе пыршăн лăймака сийĕн шыççи /эзофагит/, карланкă шыççисем /фарингит, ларингит/. Шăлан çăвне кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
  • Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви. Шăлан çăвне кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер десерт кашăкĕ ĕçмелле. Унтан икĕ-виçĕ минут пĕр айăк çинчен теприн çинелле çаврăна-çаврăна выртмалла. Ку меслет çăва хырăмлăхăн лăймака сийне лайăхрах хуплама кирлĕ. Курс — ыратни иртиччен.
  • Сăмсан лăймака сийĕ шыçни /ринит/. Сăмса шăтăкĕсене шăлан çăвне 2-шер тумлам кунне икĕ-виçĕ хут тумлатмалла. Курс — сываличчен.
  • Çăвар ăшĕн тата шăл тунисен шыççисем /стоматит, пародонтоз/. Шыçнă тĕле кунне 2-3 хут шăлан çăвĕнче йĕпетнĕ мамăк дисксем хурса 15 минут тытмалла. Курс — сываличчен.
  • Çавăн пекех шăлан çăвне ĕмĕртекен амăшĕсем çуркаланнă чĕчĕ пуçне сĕрсе сипленеççĕ. Вăл трофика язвинчен, суранран, пиçсе кайнинчен, чĕркуççипе чавса ÿчĕ хытнинчен, пигмент пăнчисемлĕ типĕ ÿте лайăх пулăшать. Сиенленнĕ ÿте ăна кунне темиçе хут сывлăх лайăхланичченех сĕрсе пурăнмалла.

Шута илме. Шăлан çăвне юн кĕвелесси пысăк, тăхасем пухăнас туртăм пур, тромбофлебитпа, эндокардитпа аптракан çынсен, панкреатит вĕрĕлсен ĕçме юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.