САХĂР ДИАБЕЧĔПЕ АПТРАСАН

Сахăр диабечĕпе аптракансене мĕнле улма-çырла тата мĕн чухлĕ çиме юрать-ха? З. Бойко диетолог сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

Чие

Чĕрри кăна мар, шăнтнă чие те тимĕрпе пуян. Юн тымарĕсенче тăхасем пулса каясран хÿтĕлет. Ку 2 тип диабетпа чирлĕ, атеросклероз пур çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чиери сахăр юнри глюкоза шайне ÿстермест. Çавăнпа диабетиксем ăна кунне 200-300 грамм çиме пултараççĕ.

Киви

Кĕлетке виçине чакарма витĕм кÿрет, юнри сахăр шайне йĕркелет. Çимĕçре клетчатка нумай, сахăр сахал, энзимсем организма çăва ирĕлтерме пулăшаççĕ. Киви самăрлăхпа аптракан диабетиксене уйрăмах усăллă. Пектин юн тымарĕсене холестеринран тасатас, вĕсен стенкисене çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать. Виçе — кунне 3 киви.

Груша

Сахăр диабечĕпе чирлĕ çынсемшĕн çав тери усăллă. Груша юнри сахăр шайне йĕркелеме, холестерин шайне чакарма, иммунитета лайăхлатма пулăшать. Канфет çиес килсен тÿрех çак çимĕç пирки аса илĕр. Вăл пылака улăштарать, çав вăхăтрах сиен те кÿмест.

Панулми

Унра кали, тимĕр, С витамин, клетчатка нумай. Çавăнпа диабетиксене çиме сĕнеççĕ. Кали чĕре ĕçне лайăх витĕм кÿрет, организмран шĕвеке кăларма, çапла майпа ÿт тăртаннине чакарма пулăшать. Чи усăлли — юна тасатакан пектин. Сахăр диабечĕллĕ çынсене панулмине духовкăра пĕçерсе çиме сĕнеççĕ. 2 тип диабет чухне ăна кашни апатра çуршар, кунне вăтам икĕ панулми, çиме юрать. Инсулинпа сипленекенсен — панулмин чĕрĕк пайне кăна. Шута илĕр: кĕлетке виçи мĕн чухлĕ пĕчĕкрех, чĕрĕкне касса илмелли панулми те çавăн чухлĕ вĕтĕрех пулмалла.

Шур çырли

Шур çырли /клюква/ 2 тип сахăр диабечĕ чухне юнри сахăр шайне чакарать. Вăл хырăм ай парĕн ĕçне лайăхлатать, юнри холестерин шайне чакарать. Унра калори сахал. Шур çырлин сĕткенĕ те питĕ усăллă. Ăна куллен ĕçни диабетиксен пурнăçне чылай лайăхлатма пулăшать. Çырлана кунне пĕр ывăç çиме юрать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.