ЧĔКЕÇ ШАТРИ, ПИГМЕНТ ПĂНЧИ...

15 Çĕртме, 2016

Пит ÿтне килти мелсемпе те якатма, чĕкеç шатринчен, пигмент пăнчинчен хăтăлма пулать.

  • Грейпфрут чĕлкемĕсене хупласа тăракан шурă сийе сÿсе илмелле те пите сăтăрмалла. Е çимĕçĕн шăнтнă сĕткенĕпе сăтăрма юрать. Процедура хыççăн пите сивĕ шывпа çумалла, тутлăхлă крем сĕрмелле.
  • Марльăна йÿçнĕ сĕтре йĕпетмелле, кăштах пăрмалла та пит çине 20 минута хумалла. Унтан пите çумалла мар, мамăк дискпа кăна çемçен шăлмалла. Процедурăна кунне икĕ хут — ирхине тата каçхине — тăваççĕ. Пĕр эрнеренех ÿт тĕсĕ лайăхланнине асăрхама пултаратăр.
  • Пит типĕ мар, виселенмест пулсан ÿтне водород перекиçĕн шĕвекĕпе е лимон ăшĕпе сăтăрма пулать. Унтан çемçен шăлса илмелле те хăйма сĕрмелле.
  • Кишĕртен — шуратакан маска. 5 грамм сĕлĕ çăнăхне, 5 миллилитр лимон сĕткенне, 1 çăмарта саррине, теркăланă 50 грамм кишĕре хутăштармалла. 20 минута пите сĕрмелле. Ăшă шывпа çуса тасатмалла.
  • Купăстаран — шуратакан маска. 1 апат кашăкĕ кефира е турăха нимĕрленĕ чĕрĕ 25 грамм купăстапа хутăштармалла. 10 минута пите сĕрмелле. Сивĕ шывпа çуса тасатмалла.
  • Лимонран — шуратакан маска. 1 апат кашăкĕ шĕвĕ пыла тата 1 апат кашăкĕ лимон сĕткенне хутăштармалла. Пите сĕрмелле, алшăллипе витсе 20-25 минут тытмалла. Малтан — ăшă, унтан сивĕ шывпа çумалла. Çак маскăпа кашни ирех пите çăвас умĕн усă курма юрать.
  • Çĕрулмирен — шуратакан маска. 1 апат кашăкĕ ăшă сĕте, 2 апат кашăкĕ пĕçернĕ çĕрулми нимĕрне, 1 çăмарта саррине хутăштармалла. 20-30 минута шыв мунчине лартса вĕрилентермелле. Пите лимон сĕткенĕпе сăтăрмалла та çак хутăша сĕрмелле. Алшăллипе витмелле, 20-25 минут тытмалла. Маскăна малтан — ăшă, унтан сивĕ шывпа çуса тасатмалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.