ЫТЛАШШИ ТЕ ЯПĂХ

Китай медицинин çак сĕнĕвĕсене шута илни, вĕсемпе кулленхи пурнăçра усă курни сывлăха упрама пулăшать.

Нумай ларсан

Ку апат ирĕлтерекен органсен ĕçне япăх витĕм кÿрет. Сăлтавĕ паллă: хырăмлăх та мышцăсенчен тăрать, нумай ларнипе ытти мышца пекех вăл та вăйсăрланать, хăйĕн ĕçне йĕркеллĕ пурнăçлайми пулать. Çавна пула гастрит, хырăмлăх язви аталанаççĕ.

  • Ларса ĕçлекенсен кашни ир выç хырăмла 1 стакан ăшă шыва 1 чей кашăкĕ пыл ярса ĕçмелле. Унтан тÿрех пыршăлăх тĕлне массаж тумалла, кукленсе пĕр-икĕ минут утмалла. Ку апат ирĕлтерессине йĕркелесе яма пулăшать.
  • Кашни кун сула валли ятарлă хăнăхтару тумалла. Пукан çине лармалла, урасене кăштах сармалла, алăсене аялти айăк пĕрчисем çине хумалла. Çÿлелле пăхнă май тарăннăн сывласа илмелле, пÿрнесемпе айăк пĕрчисен айне çемçен пусмалла. "Х-х-х-у-у-у" сасăсене каланă вăхăтра хырăмлăхран пĕтĕм сывлăша кăларнă евĕр сывласа кăлармалла. Ывăç тупанĕсене хырăмлăхпа сула тĕлне хумалла, вĕсем ăшăннине, сарă çутăпа тулнине туйса лармалла. Хăнăхтарăва профилактика тĕллевĕпе — 3 хут, сипленме 6, 8, 12 е 24 хут тумалла.

Нумай выртсан

Диван çинче выртса канма кăмăллакан та сахал мар. Анчах çын чирлĕ пулмасан çак "кану" организма нимĕнле усă та кÿмест. Çавăнпа пĕрене пек выртиччен хăвăра хăвăр массаж тума тăрăшăр. Ывăç тупанĕсене пĕр-пĕрин çумне сăтăрса ăшăтмалла та пуçа, пите, хулпуççисене, хулсене, ал лапписене, пÿрнесене çемçен массаж тумалла. Кăкăрсене, хырăма, айăксене çавра хусканусемпе шăлса тухăр. Унтан — пилĕке, юлашкинчен урасене массаж тумалла. Массаж хыççăн пурнăç энергийĕ пĕтĕм кĕлетке тăрăх куçса çÿреме пуçлĕ, кашни клеткăна вăй кĕртĕ.

Нумай тăрсан

Ку шăмăсене, шăлсене, пÿрене сиен кÿрет! Сăмах май, тăрса ĕçлемелли професси çыннисем остеопорозпа, час-часах урологи чирĕсемпе аптраççĕ, вĕсен шăлĕсем те япăх. Пÿресене пулăшакан, хÿтĕлекен хăнăхтару пур. Пукан çине лармалла, урасене кăштах сармалла. Тарăннăн сывласа илмелле, урасене пĕрлештермелле, вĕсене алăсемпе ярса тытмалла, пÿрнесене хĕреслентермелле. Кĕлеткене, çурăма кукăртса, малалла ÿпĕнтермелле, анчах пуçа усмалла мар, тÿрĕ пăхмалла. Тутасене малалла тăсмалла, хырăма туртса кĕртмелле, "чуу-у-у-у" сасса каланă май сывласа кăлармалла. Çурăма тÿрлетмесĕрех алăсене пилĕк çине хумалла, шухăшра пÿресене кăвак çутăпа тултармалла. Хăнăхтарăва профилактика тĕллевĕпе — 3 хут, сипленме 6, 8, 12 е 24 хут тумалла. Рационра çуллă пулă, хăйма, шалча пăрçи /фасоль/ пулмалла, вĕсем пÿре ĕçне ырă витĕм кÿреççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.