КАЛОРИ САХАЛ, ВИТАМИН НУМАЙ

15 Çĕртме, 2016

Йĕплĕ хурлăхан /крыжовник/ кама усăллă, пиçнĕ çырлине камăн ытларах çиме тăрăшмалла е пачах çимелле мар? Çак ыйтусене уçăмлатар-ха.

  • Крыжовникре калори сахал — 100 грамра 44 килокалори кăна. В ушкăнри витаминсем, А, Е, С витаминсем, апат чĕлкемĕсем, шыв, кали, кальци, магни, натри, фосфор, тимĕр, пăхăр, цинк, селен минералсем вара нумай.
  • Унра сахăр диабечĕ чухне сурансене ÿт илме витĕм кÿрекен, юнри сахăр шайне чакарма, юн пусăмне йĕркене кĕртме пулăшакан хром пур.
  • Вар хытсан крыжовник çырлине ярса вĕретнĕ шыв усăллă. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çырлана 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, пыл е сахăр хушма юрать. Кунне 4 хут 50-шар миллилитр ĕçмелле.
  • Шăк хăмпи шыçсан /цистит/, пиелонефрит аптратсан кашни кунах крыжовник çини чиртен хăвăртрах хăтăлма витĕм кÿрĕ.
  • Кашни кун крыжовник çини ÿт тăртаннине чакарма е унран пачах хăтăлма пулăшать.
  • Юнра холестерин шайĕ ÿссен кашни кунах симĕс крыжовник çырлине çаккипех, кунне 1 апат кашăкĕ те пулин, çимелле. Курс — 1 уйăх.

Шута илме! Крыжовник çырлине хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви вĕрĕлсен, варвиттиллĕ колит, энтерит аптратсан çиме юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.