Алина ИЗМАН

7 Утă, 2016

Çамрăкла хуçăлнă çунат, е Виçĕ полицейски пĕр ачана парăнтарни çинчен

Иртнĕ тунтикун Мускав районĕн сучĕ 16-ри çамрăк тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе юлашки хут пăхса тухрĕ. Çул çитменскере влаç представительне хирĕç тăнăшăн айăплаççĕ. Кĕлеткерен, сăн-питрен 12-13-ри ача пек курăнаканскер хăйĕнчен самаях çÿллĕ те кĕрнеклĕ полицейскисене, виçĕ çынна, шар кăтартнă имĕш.

Прокурор та тĕлĕнет

30 Çĕртме, 2016

Водолазсем мар, юлташĕ туртса кăларнă

"Çамрăксен хаçачĕн" иртнĕ номерĕнче "Икĕ кунра — икĕ инкек" хыпарта шăрăх çанталăкра шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна вуланă хыççăн Шупашкар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи пĕвере путнă çамрăкăн тăванĕсем редакцие шăнкăравларĕç. "Пирĕн ахаль те пысăк хуйхă. 17-ри çамрăка пытартăмăр. Эсир тĕрĕс мар çырни суран çине тăвар сапнăнах туйăнчĕ. "Водолазсем унăн виллине виçĕ сехетрен тупнă" тени йăнăш. Тем чухлĕ шăнкăравласан та МЧСран никам та çитеймерĕ..." — пăлханса калаçрĕ Вера Николаева.

30 Çĕртме, 2016

«Пире те илтĕр: яланах чулпа ан перĕр!»

"Район больницинче нимĕнпе те пулăшмарĕç" статьяпа паллашнă хыççăн Йĕпреç районĕн больницин тĕп тухтăрĕ Наталия Мясникова редакцие шăнкăравлама кăна мар, кĕрсе тухма та вăхăт тупрĕ.

30 Çĕртме, 2016

«Элек саракансемех пулăшу ыйтма килеççĕ»

Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Владимир Корнилов пĕр ирхине, нумаях пулмасть кăна пăруланă ĕнине вĕренлеме кайсан, чутах инкеке лекмен: ăна 600 килограма яхăн таякан икĕ вăкăр тапăннă. Сăнчăрта тăнăскерсем шалчине кăларса вĕçерĕнсе тарнă та ĕне çавăтса утакан арçын хыççăн чупнă. Тем пысăкăшскерсем хăваласа çитсен ним те мар тĕкме, таптама пултараççĕ вĕт. Çав самантра урампа иртсе пынă ветеринар пулăшман тăк Корниловран мĕн юлĕччĕ-ши? Кил хуçи хапхаран киле кĕрсе кайсан та вăкăрсем лăпланман, вĕсем пÿрт умĕнче ларакан машинăна тапăннă.

30 Çĕртме, 2016

Кĕленчерен мунча туса çемйине савăнтарнă

550 ещĕк е 11 пин кĕленче. Çавăн чухлĕ кирлĕ пулнă Етĕрне районĕнчи Талуйра пурăнакан Александр Ильина мунча хăпартмашкăн. Стенасене мозаика пек илемлетсе купаланăран кермен евĕр курăнать вăл.

Pages