Алина ИЗМАН

6 Юпа, 2016

Вилсе чĕрĕлнĕ хыççăн пурнăçпа туллин киленет

Пĕчĕк Карачура ялĕ вĕçне çитеспе редакци машини хăвăртлăхне чакарчĕ: умра ÇÇХПИ инспекторĕ тăрать. Ара, ку манекен вĕт! Эпир кăна мар, ытти иртен-çÿрен те автомобиле тăпах чарать иккен. Кунашкал юмах тĕнчине кĕрсе курмасăр никамăн та чун чăтаймĕ.

6 Юпа, 2016

Пĕр каçлăх юратушăн артистла хăтланаççĕ

Пирĕн корреспондент Интернетра савни шыранă

Ăмсану — лайăхах туйăм мар. Нумаях пулмасть тусăмăн вĕр çĕнĕ хваттерĕнче пулса курнă хыççăн чуна шĕкĕ евĕр кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Савни тупнă тусăмăн пурнăçĕ улшăнчĕ: куçĕ телейпе çиçет, ĕçрен кашни каç савăнăçлă кăмăл-туйăмпа таврăнать. Çĕнĕ мăшăрĕпе пĕрле туяннă хваттере мĕн тери чаплă юсанă! Тÿрех паллă — ăста алăллă ĕçчен арçын унăн пулас упăшки. Кĕркунне пĕрлешме калаçса татăлнă вĕсем, çĕррине те, кĕпине те туяннă. Пĕрремĕш упăшки эрех ĕçсе, ниçта ĕçлемесĕр, кĕвĕçсе, сăтăр кăтартса тарăхтарсах çитернĕччĕ тусăма. Вăл чăтаймарĕ — уйрăлчĕ, икĕ ачине ашшĕ пулăшăвĕсĕрех ÿстерчĕ. Акă тинех хĕн-хур тÿссе пурăннă хĕрарăм тĕлне те йĕркеллĕ арçын тупăнчĕ. “Пĕлетĕн-и: холодильникре мĕн çуккине те хăйех курать, хваттерте мĕн юсамалли, пăта çапмалли пирки шарламастăп та”, — хальхи мăшăрĕн ырă енĕсене асăнса пĕтереймерĕ тусăм. Ара, пире, хĕрарăмсене, урăх мĕн кирлĕ? Ĕçлекен, çемьене тăрантаракан тата... сана вилсе каясла юратакан арçын пултăр. Ăçта тупнă тетĕр-и çавнашкал савни? Ăçта, ăçта? Интернетра.

29 Авăн, 2016

Кинĕпе тата ывăлĕпе хутшăнасшăн мар

“Камран пулăшу ыйтмаллине пĕлменрен шăнкăравлатăп. Сирĕн хаçата эпĕ питĕ юратса вулатăп. Йывăр шăпаллă çынсем пирки тăтăшах çыратăр эсир. Пирĕн кÿршĕри кинемей начар условисенче пурăнать. Ывăлĕпе кинĕ ăна пăхмаççĕ.

29 Авăн, 2016

«Ывăлăм, шăнтнă пулă пек, юр айĕнче 3 эрне выртрĕ»

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте 49-ти Юрий Мешков çухални пирки амăшĕ полицие пĕлтернĕ. Юлташĕсемпе вăрман касма кайнă хыççăн арçын килне таврăнман. Клавдия Васильевнăн чунĕ ырă мара сиснĕ.

4 Çурла, 2016

Пулă ыйтакан ывăлне ашшĕ вăлта тыттарнă

Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилти Владислав Моряков шкулта вĕреннĕ чухне те, халĕ те çуллахи пĕр каникула килте ахаль ларса ирттермен, ял хуçалăх предприятине ĕçлеме çÿренĕ. Ачаранпах техникăпа туслашнăскер тиевлĕ машинăпа тыр-пул та пайтах турттарнă.

Pages