Алина ИЗМАН

4 Çурла, 2016

“Ура çине тăма тăрăшрăм, анчах..."

Ĕçкĕ-çикĕ этемлĕхе вилĕм çавипе çулнă евĕр тĕп туни пирки тепĕр хутчен калаçмашкăн Роспотребнадзорăн кăçалхи пĕтĕмлетĕвĕ хистерĕ. Кăтартусем тăрăх, наркăмăшланнине пула 616 çын /пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăрта — 783/ больницăна лекнĕ, вăл шутра — 264-шĕ алкоголь ĕçнĕ хыççăн. 109 çын вилнĕ, вĕсенчен çуррине яхăнăшĕ — эрех-сăрана пула. Наркăмăшланнисен 34,9% — хĕрарăмсем. Хăрушши çакă — ачасем те алла черкке тытаççĕ: 14 çула çитичченхи 9 ачана, çул çитмен 5 çамрăка спиртлă шĕвек ĕçнĕ хыççăн больницăна илсе килнĕ. Ытларах сыватмăша арçынсем /65%/ лекеççĕ.

28 Утă, 2016

Çул çитменнисен прависене хÿтĕлесси те - тĕп вырăнта

"Прокуратура" сăмаха илтсенех куç умне суд залĕ, унăн сакки çинчи айăпланакан куç умне тухаççĕ. Анчах прокуратурăн ĕçĕ-хĕлĕ патшалăх айăплавçи пулса уголовлă ĕçпе суда тухасси кăна мар, тĕп тĕллевĕ — Раççей Конституцине пăхăннине тата саккунлăха тĕрĕслесси. Ахальтен мар "прокурор" сăмах латин чĕлхинчен куçарсан "хÿтĕлетĕп", "сăнатăп" тенине пĕлтерет. Саккунсем тăтăшах улшăннă, çĕнĕ полномочисем хушăннă саманара Тăвай районĕн прокуратури тĕрлĕ енпе курăмлă ĕçлет.

21 Утă, 2016

Кашни утăмрах кăсăклине куракан Вася Васин

Вăл туйăма ирĕке ярса рок юрлама, чунра капланнине ăшра тытса тăмасăр ĕçлеме хăнăхнă. Пурнăçа ансат йышăнаканскер, кашни утăмра кăсăклăх е кулăшла самант шыраканскер, туйăмсемпе çунатланнăскер редакцие утса мар, вĕçсе кĕчĕ те кăмăлăма çĕклерĕ. Çамрăк пулнăран, шăпа ăна нихăш енчен те кÿрентерменрен çапла ансат та хаваслă-ши ку каччă? Çынни çавнашкал пулĕ. Сăмахăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Василий Иванов, вăлах — Чăваш наци радиовĕнче "Каçхи микс" ертсе пыракан Вася Васин пирки.

21 Утă, 2016

Шыв витрине çăварпа йăтнă

Урамран шыв витрине çăварпа йăтакан Надьăран Элĕк районĕнчи Питĕшкассисем тĕлĕнмеççĕ. Эсир те, хисеплĕ вулаканăмăрсем, пысăках мар витрепе шыв çĕклет тесе шухăшлатăр пуль-ха. «Какуй! 12 литр кĕрекенни!» — хуравларĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕ.

21 Утă, 2016

Ирĕкре тÿрĕ çул çине тăрайĕç-ши?

Условлă майпа айăпланнисем кулленхи пурнăçра хăйсене епле тытнине РФ ФСИНĕн Чăваш Енри управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Айăпне ирĕкре каçараканскерсем пур чухне те саккуна пăхăнмаççĕ иккен: кашни 3-мĕшĕ ирĕкре хăйсене йĕркеллĕ тытманнине пула кирпĕч шутлама ăсанать. "Паянхи куна пирĕн филиалта условлă майпа айăпланнă 14 çын шутра тăрать.

Pages