Алина ИЗМАН

2 Çĕртме, 2016

Çемьере ачасемсĕр кичем

Ĕнер Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти çул çитменнисен реабилитаци центрĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа йĕркеленĕ уява хутшăнчĕ.

2 Çĕртме, 2016

«Кукамай, шывран ниепле те тапаçланса тухаймарăм...»

 

Çуллахи каникул çитессе ачасем яланах кĕтеççĕ. Шăрăхри киленÿпе савăнăç — шывра чăмпăлтатасси — илĕртет вĕсене. Анчах пĕве, юханшыв пурнăçшăн хăрушă пулнине пĕчĕккисем ăнланмаççĕ. Вĕсем аслисене систермесĕр хăйсем тĕллĕн ш ыв еннелле утаççĕ.

Çулла çитсе те ĕлкĕреймерĕ — çуркунне вĕçĕ шăрăх килнĕ май республикăра çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче тÿрех 3 çын çапла майпа пурнăçран уйрăлнă. Шупашкар районĕнчи Пĕчĕк Аначкассинче 1952 çулта çуралнă арçыннăн виллине пулăçсем тупнă. Çĕмĕрле районĕнчи Çĕнкасра пĕчĕк ачасем, пиччĕшĕпе шăллĕ, путнă. Малалла вулас...

2 Çĕртме, 2016

«Эрех ĕçмесĕр чăт - ачусене каялла парĕç»

Ферма ĕнисене суса таврăнакан Светлана Еремеева хапха умĕнче çăмăл машина ларнине асăрханă. Ăна çураçма Александр Степанов килнĕ. Унччен вĕсем хĕрпе каччăлла çÿресе мар, калаçса та курман. Пĕлĕшĕ евчĕ пулса 2 ачаллă Светăна çав арçынпа паллаштарма тĕв тытнă.

26 Çу, 2016

Такăнсан - тăратĕç, чун нишлĕленсен - таптĕç

«Чирлĕ çынна пăхма пулăшатăп» тесе Оля Петрова Интернетра пĕлтерÿ панă. Пĕр кунхине ун патне хитре саслă арçын шăнкăравланă. «Эсир миçе çулта? Упăшка пур-и сирĕн?» — çакнашкал ыйтнăшăн хĕрарăм тĕлĕннĕ те. Çав арçынна вăл качча кайнипе кайманни мĕн тума кирлĕ-ха?

26 Çу, 2016

Шыв çук чухне юр ирĕлтерсе ĕçнĕ

Сĕт, çу ярса пĕçернĕ хуратул пăтти сĕтел çинче пăсланса ларнă. «Кунашкал апата хăçан астивсе курăн?» — тенĕ асламăшĕ мăнукне çиме чĕнсе. 1987 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Алших ялĕнчи Самаркинсен çемйинче салтак ăсатнă.

Pages