Комментари хушас

2 Çĕртме, 2016

Çемьере ачасемсĕр кичем

Ĕнер Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти çул çитменнисен реабилитаци центрĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа йĕркеленĕ уява хутшăнчĕ.

Хĕвел те ачасене çуллан пĕр­ремĕш кунĕпе саламласа çиçнĕн туйăнчĕ. Унăн питтинче, центр картишĕнче, фитнес-аэробикăна çÿрекен шăпăрлансем, пухăннă ача-пăча зарядкăна тăчĕç. Михаил Васильевич вĕсемпе чарăнса тăрсах калаçрĕ: мĕнле хусканусем тума пĕлетĕр, шыва кĕме тытăнман-и-ха? Çак тата ытти ыйтăва пĕчĕккисем хаваспах хуравларĕç. Арçын ачапа хĕрача асфальт çинче пурăпа ÿкеретчĕç. Вĕсем тĕлĕнчен те сăмах чĕнмесĕр иртмерĕ республика Ертÿçи. 10-ри Даниил Анфосси: «Сирĕнтен ыйтма юрать-и? Ашшĕ-амăшне ачасемсĕр пурăнма кичем пулĕччĕ-и?» — терĕ.

— Паллах, ачасем пулманни — чăн-чăн инкек. Аçăр-аннĕр сирĕншĕн пурăнать. Санăн шăллу-йăмăку пур-и-ха? — кăсăкланчĕ Михаил Васильевич.

— Иккĕмĕш сыпăкри пĕртăван кăна...

— Эсĕ мĕн ÿкеретĕн?

— Сирĕн машинăна — «Фольксваген Пассата» — ÿкерес-и?

— Эсĕ автомобильсене аван тĕшмĕртетĕн. Маттур!

Реабилитаци центрĕнче паянхи кун ăнăçсăр çемьесенчи 3-18 çулсенчи 17 ача пурăнать: пĕрисем — 3-4 уйăх кунта, теприсем — çулталăк. Вĕсемпе педагог-воспитатель, психолог ĕçлеççĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕскерсене килти пек хăтлăх, лайăх условисем туса панă, кунне 5 хутчен апат çитереççĕ. «Темшĕн ачасем пулă юратмаççĕ. Ытти çимĕçе тиркемеççĕ. Поставщик тавара вăхăтра кÿрсе килет, мĕн кирлине йăлтах илсе çитерет», — уçăмлатрĕ Эльвира Федорова шеф-повар. Ачасем ĕç инструкторĕпе Лариса Бутеровăпа гипсран кÿлепе ăсталатчĕç, ал ĕçне Михаил Игнатьева та парнелерĕç. Çуллахи вăхăтра кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 40 ача çÿрет. Пултарулăх мастерскойĕнче ачасем «Çуллана ÿкеретпĕр» арт-терапи ирттерчĕç. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.