- Чăвашла верси
- Русская версия
Çемьере ачасемсĕр кичем
Ĕнер Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти çул çитменнисен реабилитаци центрĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа йĕркеленĕ уява хутшăнчĕ.
Хĕвел те ачасене çуллан пĕрремĕш кунĕпе саламласа çиçнĕн туйăнчĕ. Унăн питтинче, центр картишĕнче, фитнес-аэробикăна çÿрекен шăпăрлансем, пухăннă ача-пăча зарядкăна тăчĕç. Михаил Васильевич вĕсемпе чарăнса тăрсах калаçрĕ: мĕнле хусканусем тума пĕлетĕр, шыва кĕме тытăнман-и-ха? Çак тата ытти ыйтăва пĕчĕккисем хаваспах хуравларĕç. Арçын ачапа хĕрача асфальт çинче пурăпа ÿкеретчĕç. Вĕсем тĕлĕнчен те сăмах чĕнмесĕр иртмерĕ республика Ертÿçи. 10-ри Даниил Анфосси: «Сирĕнтен ыйтма юрать-и? Ашшĕ-амăшне ачасемсĕр пурăнма кичем пулĕччĕ-и?» — терĕ.
— Паллах, ачасем пулманни — чăн-чăн инкек. Аçăр-аннĕр сирĕншĕн пурăнать. Санăн шăллу-йăмăку пур-и-ха? — кăсăкланчĕ Михаил Васильевич.
— Иккĕмĕш сыпăкри пĕртăван кăна...
— Эсĕ мĕн ÿкеретĕн?
— Сирĕн машинăна — «Фольксваген Пассата» — ÿкерес-и?
— Эсĕ автомобильсене аван тĕшмĕртетĕн. Маттур!
Реабилитаци центрĕнче паянхи кун ăнăçсăр çемьесенчи 3-18 çулсенчи 17 ача пурăнать: пĕрисем — 3-4 уйăх кунта, теприсем — çулталăк. Вĕсемпе педагог-воспитатель, психолог ĕçлеççĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕскерсене килти пек хăтлăх, лайăх условисем туса панă, кунне 5 хутчен апат çитереççĕ. «Темшĕн ачасем пулă юратмаççĕ. Ытти çимĕçе тиркемеççĕ. Поставщик тавара вăхăтра кÿрсе килет, мĕн кирлине йăлтах илсе çитерет», — уçăмлатрĕ Эльвира Федорова шеф-повар. Ачасем ĕç инструкторĕпе Лариса Бутеровăпа гипсран кÿлепе ăсталатчĕç, ал ĕçне Михаил Игнатьева та парнелерĕç. Çуллахи вăхăтра кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 40 ача çÿрет. Пултарулăх мастерскойĕнче ачасем «Çуллана ÿкеретпĕр» арт-терапи ирттерчĕç. Малалла вулас...
Комментари хушас