Алина ИЗМАН

10 Пуш, 2016

Документсем йĕркеллĕ маррипе Канадăра йышăнман

Етĕрне районĕнчи Урпаш шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Ксения Максимова шăпи чылай çынна кăсăклантарать. Вулакансем ыйтнипе хĕрачан тăванĕсемпе тепĕр хут çыхăнтăмăр. Аса илтеретпĕр: кăрлачăн 16-мĕшĕнче районта йĕлтĕрпе чупассипе иртнĕ ăмăрту хыççăн хăйне япăх туйсан 13-ри хĕрачана больницăна илсе кайнă.

10 Пуш, 2016

Фильм ÿкерсе ял халăхне чапа кăларасшăн

«Чăваш Ен» телерадиокомпанийĕн кăларăмĕсене эфира кăларас тĕлĕшпе чылай çын тăрăшать. Çав ĕçре режиссер пульчĕ умĕнче ларакан Николай Семенов тÿпи те пысăк. Хăй вăл кадр хыçĕнче юлать, анчах унăн ĕçне кура çынсем кунсеренех çĕнĕ хыпарпа паллашаççĕ.

3 Пуш, 2016

Пÿкле вилĕм çемьене пысăк хуйхă кÿнĕ

Пĕлтĕр утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар ялĕнче Ивановсен çемйине тÿсме çук пысăк хуйхă йăтăнса аннă - опекăна илнĕ Максим хăйĕн çине алă хунă. 15-ри ача пурнăçран уйрăласси пирки никампа та калаçман, алла мăйкăч тытиччен вăл нимĕн те çырса хăварман.

25 Нарăс, 2016

Фашистсем çынсен ÿтне кÿлле пăрахма хатĕрленнĕ

Тверь облаçĕнчи Ильино салинче кун çути курнă Михаил Лавиншăн Шупашкар тăван тăрăха çаврăннин сăлтавĕ - вăрçă. 1941 çулта вăл иккĕри ача кăна пулнă, çавăнпа хăш-пĕр саманта амăшĕ Мария Ароновна каласа кăтартнинчен çеç астăвать.

25 Нарăс, 2016

Ĕçкĕç арăм нуша кăтартать

Мĕн чухлĕ хĕрарăм упăшки эрех-сăрапа айкашнăшăн тарăхса вăхăтсăр ватăлать, чире каять пулĕ? Кăвак пит-куçпа çÿрени, ачи-пăчине çавăтса килтен тухса тарни, хуçалăха хăйĕн хулпуççийĕ çинче сĕтĕрни... пит çинче йĕр хăвармасăр иртмеççĕ. Ĕçкĕçпе çыхланни - пурнăçа сая янипе танах.

Pages