Алина ИЗМАН

18 Нарăс, 2016

Чăваш каччисем офицер пуласшăн

Чылай яш хăйĕн пурнăçне Тăван çĕршыва хÿтĕлессине халаллать. Çулсеренех Чăваш Ен çамрăкĕсем çар енĕпе пĕлÿ илес тĕллевпе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланаççĕ. Сумлă профессие суйлакансен хисепĕ ÿссех пырать. Тĕслĕхрен, 2013 çулта - 327, 2014 çулта - 423, пĕлтĕр 448 яш курсант пулса тăнă. Кандидатсене çар комиссариатĕнче суйлаççĕ. Нарăсăн 8-мĕшĕ тĕлне кăçал аттестат илекен 258 çамрăк /вăл шутра 40-шĕ - хĕр/ офицера вĕренме каясси çинчен пĕлтернĕ.

18 Нарăс, 2016

Ывăлĕ вилсен амăшĕ суккăрланиччен макăрнă

30 çул каялла ку тĕнчерен уйрăлнă Юра Кузнецовăн вил тăпри çине халĕччен çичĕ хут та курăк шăтма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Каччă Афганистанран аманса таврăннă хыççăн нумаях та пурăнайман. Йывăр чире кайнине пула 24-рах сивĕ тăпрапа хупланнă вăл.

11 Нарăс, 2016

Тутлă пĕçерме те, машина юсама та пĕлет

Пĕчĕк чухнех вăл пуканепе мар, пиччĕшĕн машинисемпе вылянă. Халĕ те чун туртăмне кура юлташĕсем ăна сувенир евĕр автомобиль парнелеççĕ, раритет коллекцине пуянлатма пулăшаççĕ. Хÿхĕм те чипер пике автомобиль тĕнчине çывăхрах пулас тесе çулталăк каялла Шупашкарти «Ремавто» сервиса механика вырнаçнă.

11 Нарăс, 2016

Ăçта ĕçленине астуман корреспондент, е Диспансеризаци тухни çинчен

Иртнĕ кĕркунне ÿслĕк аптăратма тытăнчĕ. Больницăна çийĕнчех кайманнине кура вăл вăраха тăсăлчĕ. Айăпли - хамах. Эпĕ те, ытти чылай çын пекех, ураран ÿкмесĕр тухтăр патне каймастăп. Кунĕпех кăхм-кăхм тунине ĕçтешсем те итлесе ывăнчĕç. «Хаçат юбилейĕччен сывалса тухнă пултăр», - редактор çирĕп каласах тухтăр патне хăваласа ячĕ. Вăл шарламан тăк татах ÿсĕрсе çÿрĕттĕмччĕ-ха.

11 Нарăс, 2016

«Усал шыççа парăнтаратăпах: сывалатăпах»

Онкологи диспансерне Инна капăр сараппан, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăнса, вăрăм хĕрлĕ çÿçне сапаласа пынă. Сăнĕ-пичĕ унăн йăл кулăпа çиçнĕ. «Эсир кама илсе килтĕр?» - ыйтнă Иннăран черет кĕтекен хĕрарăм. Йывăр диагноз пурнăç сĕткенне туртса илнине пула вăл халтан кайни палăрнă, унпа пĕрле упăшки, пĕртăванĕ ларнă.

Pages