Алина ИЗМАН

19 Çу, 2016

Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне ура хураççĕ

Тăвай районĕнчи пĕр çамрăк çемье тавра пулса иртекен ĕç-пуç «Санта-Барбара» сериалтан та ирттерет. Упăшкипе арăмĕн хушши-хуппине никама та кĕме хушман пулин те Алисăпа Василий Ефремовсен хутшăнăвĕ пирки амăшĕпе тăванĕсем кăна мар, йĕрке хуралçисем те пĕлеççĕ.

19 Çу, 2016

Ашшĕ сусăр ачине интерната паман

Кĕçех 15 тултаракан Валерия «анне» тесе курман. «ДЦП» диагноз лартнă пепкине амăшĕ 5 çул пăхайнă. Кайран те вăй-халĕ, те тÿсĕмĕ пĕтнĕ — ачана интерната пама шухăшланă. Сусăра пăхасси мĕн тери яваплă пулнине çак  йывăрлăха хăй çинче туйса курнă çын çеç лайăх ăнланать пулĕ.

12 Çу, 2016

Пĕчченлĕхе лекнисем шăнкăравлаççĕ

Йывăр шухăшсем канăç памаççĕ, чуна уçса калаçма çумра çын çук... Кашниех кунашкал лару-тăрура пулса курнă. Мĕн тумалла? Пуç усмалла мар, «шанăç телефонне» шăнкăравламалла. Ку служба психолог пулăшăвне кăткăс лару-тăрăва лекнĕ кирек мĕнле ÿсĕмри çынна — хăть кăнтăрла, хăть çĕрле — васкавлă парать.

5 Çу, 2016

Информаци «океанĕ» ачашăн хăрушă

Ача килте çук чухне ашшĕ-амăшĕ яланах кулянать: шкула кайнă е килнĕ чухне çул çинче темĕн сиксе тухасран та, юлташĕсемпе уçăлса çÿренĕ вăхăтра та... Анчах тĕпренчĕкĕ килте Интернетра ларсах инкеке çакланма пултарассине аслисем тавçăрмаççĕ те.

Pages