Ашшĕ сусăр ачине интерната паман

19 Çу, 2016

Кĕçех 15 тултаракан Валерия «анне» тесе курман. «ДЦП» диагноз лартнă пепкине амăшĕ 5 çул пăхайнă. Кайран те вăй-халĕ, те тÿсĕмĕ пĕтнĕ — ачана интерната пама шухăшланă. Сусăра пăхасси мĕн тери яваплă пулнине çак  йывăрлăха хăй çинче туйса курнă çын çеç лайăх ăнланать пулĕ. Çавăнпа Валерийăн амăшне ÿпкелеместĕп. Ашшĕ Сергей Андреев хĕрачана патшалăх хÿттине пама килĕшмен, ăна вăл Шупашкартан тăван ялне, Шăмăршă районĕнчи Пуянкассине, илсе килнĕ.

Юрать, пирĕн асаннесем пур. Вĕсемсĕр ачасене ура çине епле тăратăпăр-ши? Валерийăн асламăшĕ Мария Ананьевна 5 ача çуратнă, пурте сывă ÿснĕ. Унччен сусăр пепкепе ларса курманскер малтанах шикленнĕ те: мĕнле тыткаламалла ăна, хăш енчен пымалла? Валерийăна урăхла пăхмалла-çке, хăйĕн тĕпренчĕкĕсене панă воспитани мелĕсем кунта вăйсăр. «Халĕ хăнăхрăм ĕнтĕ, йывăррине туймастăп», — палăртрĕ Мария Андреева, ачапа пĕр чĕлхе мĕнле тупни, пурăнмалли вырăна улăштарнине хĕрача епле чăтса ирттерни пирки шарламарĕ.

Валерийăна мĕнле сипленипе кăсăклансан: «Тула хулине илсе кайнăччĕ, унта йĕппе чиксе сипленнĕччĕ», — терĕ. Ашшĕпе çыхăнма май килмерĕ. Темшĕн вăл пирĕнпе калаçасшăн мар пек туйăнчĕ. Хĕрачан сулахай алли ĕçлемест, ури утмасть... Сывлăх енĕпе кăлтăкĕсем татах пур. Сăмахран, хăй тĕллĕн çаврăнса выртаймасть вăл. Çывăрнă чухне аякĕ ывăнасран ăна тепĕр енне çаврăнма пулăшмалла. Кунашкал ачапа тутлă ыйха манма тивет. «Çывăрма юрамасть пирĕн», — мăнукĕн çÿçне тураса якатнă май çирĕплетрĕ Мария Ананьевна.Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.