Алина ИЗМАН

30 Çĕртме, 2016

Ача кĕтнĕ чухне тарăхтарма хушман

Çурăлса каясла пысăк хырăмлă Наташа ирсерен икĕ витрепе сĕт йăтса утнă. Йĕкĕреш çуратма хатĕрленекен хĕрарăмăн ĕçченлĕхĕпе çирĕплĕхĕнчен ял çыннисем тĕлĕннĕ. Ара, хальхи çамрăк арăмсем ача кĕтнĕ чухне чейник те йăтмаççĕ, кантăк евĕр ванаççĕ тейĕн, асăрханса çÿреççĕ. Картиш-вите тулли выльăх-чĕрлĕх усраканăн хырăм каçăртса выртма, йăвашланма май çук çав.

23 Çĕртме, 2016

«Район больницинче нимĕнпе те пулăшмарĕç»

Ку статьяна вуланă май «тухтăрсене кураймасăр çырать» тесе ан шухăшлăр. Медик профессине суйланисене питĕ хисеплетĕп, вĕсем нумай-нумай çын пурнăçне çăлса хăварнă пин-пин тĕслĕх пĕлетĕп. Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс тăрăхĕнчи çынсем шурă халатлă ĕçченсем тĕлĕшпе кăна мар, медицина тытăмĕнчи çитменлĕхсем çинчен пĕлтернине илтмĕш тăвас мар терĕмĕр. «Эсир хаçатра çырнă хыççăн пире вуçех сиплеме пăрахĕç-ши?» — иккĕленчĕç ватăсем, анчах çывăх çыннине çухатнине пула чун ыратăвне пытараймарĕç.

23 Çĕртме, 2016

«Вĕлернĕ шăллăмсемшĕн те пурăнатăп»

Кĕтÿ хăваласа таврăнакан Людмила Васильевна чунне çăмăллатас тесе таса уй тăрăх утнă. Кунта чĕркуçленсе пĕтĕм вăйран кăшкăрса макăрма никам та чăрмантарман ăна. Харăсах икĕ шăллĕне çухатнă хыççăн аппăшĕн пуçĕ усăннă, çĕкленейми пулнă.

23 Çĕртме, 2016

Пĕчĕк шалуллă ĕçрен пуçăнма хăрамалла мар

Паянхи çамрăксене мĕн пăшăрхантарать? Мĕнле ыйтусем канăç памаççĕ вĕсене? «ÇХ» вулаканĕсен шухăшне пĕлес терĕмĕр.

16 Çĕртме, 2016

Тăтăш юн паракансем - чи сыввисем

Аварире аманнисене, ача çуратакан хĕрарăмсене, йывăр операци чăтса ирттернисене... тăтăшах юн кирлĕ. Кунашкал йывăр лару-тăрăва кашниех лекет. Апла тăк пирĕн пурнăçа та донор юнĕ çăлса хăварма пултарать. Донорлăх — паттăрлăхпа танах.

Pages