Ача кĕтнĕ чухне тарăхтарма хушман
Çурăлса каясла пысăк хырăмлă Наташа ирсерен икĕ витрепе сĕт йăтса утнă. Йĕкĕреш çуратма хатĕрленекен хĕрарăмăн ĕçченлĕхĕпе çирĕплĕхĕнчен ял çыннисем тĕлĕннĕ. Ара, хальхи çамрăк арăмсем ача кĕтнĕ чухне чейник те йăтмаççĕ, кантăк евĕр ванаççĕ тейĕн, асăрханса çÿреççĕ. Картиш-вите тулли выльăх-чĕрлĕх усраканăн хырăм каçăртса выртма, йăвашланма май çук çав. Малалла вулас...