Алина ИЗМАН

27 Юпа, 2016

Йывăр чухне те Турăран пулăшу ыйтман

Кĕçех иккĕмĕш пепкине çуратма хатĕрленекен Аньăран телейлĕрех хĕрарăм Çĕр çинче çук та пулĕ. Хĕвел пек çутă сăн-пит, кĕлте пек хулăн та вăрăм çӳç... Çак илеме куç ӳкерес мар тесе çепĕç саслă, йăваш чунлă Аня çине тĕсесе пăхма та шиклентĕм. Юратнă упăшка, чун тĕпренчĕкĕ Оксана, пысăк та хăтлă çурт... йăлтах пур унăн халĕ. Кам та кам, анчах 24-ри Аня çак телее курма тивĕçлех. Мĕн чухлĕ хуйхă тӳссе ирттермен-ши вăл? Малалла вулас...

 

20 Юпа, 2016

Нуша куракансене пулăшма Украинăна кайнă

Шăтăк чавнă кĕреçесем кил картишĕнчех тăратчĕç. Ашшĕ-амăшĕн хуйха пула пуçĕ усăннă, калаçма вăйĕ çук. Сĕтел çинче Димăн сăнӳкерчĕкĕ умĕнче лампада çунать. Асламăшĕн аллинче — Турă кĕнеки...

20 Юпа, 2016

Ывăлĕ шкула мар, фермăна ĕçе çӳрет

6-мĕш класра чухне А. сасартăк шкула кайма пăрахнă. Хăть çапса пăрах — никам та нимĕн каласа та витереймен ăна. Ăнăçсăр çемьере ӳснĕскер уроксене унччен те самаях сиктернĕ, вĕренӳре ĕлкĕрсе пырайман.

Ӳсеймен

13 Юпа, 2016

Пĕр каçра нимсĕр тăрса юлнă

Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхальти Шмелевсем пĕр каçра нимсĕр-мĕнсĕр, кĕпе вĕççĕн урамра тăрса юлнă. Ĕмĕрĕпе пĕрчĕн-пĕрчĕн укçа пухса çĕкленĕ кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленнĕ. Халĕ Марина Алексеевнăн пенси укçипе епле пÿрт çĕклемелле? Чун выртман ют çĕрте пурăнмалла, кĕçĕн хĕрне ÿстермелле.

13 Юпа, 2016

Комбат, Воля, МЧС... Хăшне, пике, суйлатăн эс?

Коммунист, Патрон, Воля, Таксо, МЧС... Сăмах купи мар ку — çакнашкал хăйне евĕр хушма ятлă хусахсем Элĕк районĕнчи Мăн Кăканарта пурăнаççĕ. Паспортри ячĕ-шывĕпе калас тăк, тен, çынсем кам пирки сăмах пынине те пĕлмеççĕ.

Pages