Ывăлĕ шкула мар, фермăна ĕçе çӳрет

20 Юпа, 2016

6-мĕш класра чухне А. сасартăк шкула кайма пăрахнă. Хăть çапса пăрах — никам та нимĕн каласа та витереймен ăна. Ăнăçсăр çемьере ӳснĕскер уроксене унччен те самаях сиктернĕ, вĕренӳре ĕлкĕрсе пырайман.

Ӳсеймен

Канаш районĕнчи Чакаç ялĕнчи Андреевсем патне учительсем комиссипе те кайнă, директор хăй те пынă. Кăнтăрла А.-на килте тытайман — вăл амăшĕпе пĕрле фермăна ĕçлеме кайнă. Пĕррехинче арçын ача учительсем килнине курсан анкарти хыçĕпе вăрмана тухса тарнă. Ашшĕ те, амăшĕ те учительсене темиçе хутчен те шантарнă: А. ыран шкула пырать. Арçын ача артистла миçе хутчен хăтланса кăтартман-ши? Шултра куççуль кăларса ӳкĕннĕ, тӳрĕ çул çине тăма шантарнă. Ыран та çитнĕ, тепĕр кун та... А. пĕрех шкулалла утман. Вĕренес теменскере йăтса кайса парта хушшине лартаймăн. Ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе ачине тивĕçлĕ воспитани паманшăн протокол çырни те, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен адмкомиссие чĕнни те, штрафлани те витĕм кӳмен. Саккунпа килĕшӳллĕн, Андреевсене ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма, ывăлне интерната яма пултарнă. Анчах ку утăма туман — А.-на Чакаç шкулĕнче куçăн мар майпа вĕренме хăварнă.

А. мĕншĕн шкултан сивĕннĕ-ха? Унран тантăшĕсем тăрăхламан-ши? Арçын ача ыттисем пек ятуллă çи-пуçпа çӳреймен-çке. Çамрăксен хаярлăхне, тантăшĕсенчен тăрăхлама юратнине кам пĕлмест-тĕр? Ĕçкĕçсен çемйинче çуралнăшăн А. айăплă-им вара? Атте-аннене никам та суйламасть вĕт. Учителĕн çакна пур ачана та питĕ лайăх ăнлантармалла тесе шухăшлатăп: ăнăçсăр çемьери А. пек ачасенчен кулма юрамасть, ăна пулăшмалла, мĕншĕн тесен шăпи ахаль те кӳрентернĕ. “Такам ачисем хĕненĕ хыççăн шкула каймарĕ”, — тӳрре тухрĕ амăшĕ Ирина. “А. маххă параканскер мар”, — терĕç шкулта та, районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире те. Ачана чăннипех те хĕненĕ тĕк малтан амăшĕн чан çапмалла пулнă. Вăл хăйĕн айăпне сирес тесе çапла каларĕ ахăртнех.

“А. пĕчĕклех эрех ĕçнĕ, пирус туртнă. Килĕнче çимелли пулманран ӳсеймерĕ”, — терĕç ялта. Çамрăклах, тĕрĕсрех каласан — ачаранах, çапла организма наркăмăшласан ăçтан аталантăр-ха вăл? Кĕçех 18 çул тултаракан каччă лутра та имшеркке, 12 çултан аслăрах параймăн ăна. Тепĕр амăшĕ пулсан ачине тухтăрсем патне илсе çӳрĕччĕ, мĕншĕн ӳсменнине уçăмлатĕччĕ. Анчах Ирина ывăлне больницăна илсе кайман. “Хам та çӳллех мар та, ман пек пулнă вăл”, — тенипех çырлахнă-ши? Юрĕ-ха, ун пек кĕлеткепе те, алă-ура сывă тăк, пурăнма, ĕçлеме пулать. Чи пĕлтерĕшли ку мар — малашлăхне епле йĕркелĕ вăл?

Упăшкине асăннă

Йывăр çемьере çитĕннĕ А.-па курса калаçас, амăшне куçран пăхас килчĕ. Акă эпир Чакаçри Андреевсен килĕ умне çитсе тăтăмăр. Шăвăç тимĕртен тунă хапхан хăлăпĕ те çук. Епле уçса кĕреççĕ-ши хуçисем? Алăкран хытах тӳнлеттертĕмĕр, кил хуçисене чĕнтĕмĕр. Пӳртĕн тепĕр енчи алăкĕнчен Андреевсен аслă ывăлĕ Денис тухрĕ. Вăл авланнă ĕнтĕ, ача та пур. Çамрăк çемье кунтах пурăнать. Арăмĕ ачипе йăпăртлăха тăван килне кайнă. Амăшĕпе тата А.-па кăсăклантăмăр.

— Анне кĕпе-йĕм çăвать, унăн тухма вăхăт çук. Шăллăм килте çук, кукамай патĕнче, — терĕ.

— Нумай чăрмантармăпăр. Ӳсĕр пуль-ха аннӳ, çавăнпа чĕнесшĕн мар, — ӳкĕтлерĕмĕр эпир.

— Ĕнер аттен çур çулхине асăнтăмăр. Кăштах ĕçнĕччĕ ĕнтĕ...

Ачасен ашшĕ Николай Андреев çĕçĕпе чикĕнсе вилнĕ-мĕн, следстви çапла çирĕплетнĕ. Ун чухне Денис Санкт-Петербургра шапашра пулнă, Ирина ӳсĕр çывăрнă... Упăшки мĕншĕн пурнăçран çапла майпа уйрăлма тĕв тытнă-ха? “Тен, такам чиксе вĕлернĕ ăна? Следовательсем ку ĕçе хупнă ĕнтĕ. Халь тин тĕрĕслĕхе пĕрех тупас çук”, — терĕç ывăлĕсем иккĕленӳллĕн.

— Киле никама та кĕртместĕп — йытăсем хаяр пирĕн. Акă тин çеç полицейскисем килчĕç, вĕсем умĕнче те алăка уçмарăм, — хăйĕннех печĕ çамрăк арçын. Чăнах та, урампа пынă чухне полици машинине асăрхарăмăр. Ялта темĕн начарри пулсан йĕрке хуралçисем чи малтан кам патне килеççĕ? Паллах, шутра тăракансем патне.

Интернатра лайăхрах мар-ши?

Кĕçех А. тухрĕ. Денис суйнă иккен, яш килтех пулнă.

— Вĕренӳ еплерех пырать? Урок тăватăн-и? Çăмăл мар вĕт хăв тĕллĕн вĕренме, хăш-пĕр темăна ăнланма йывăр, — хĕрхентĕмĕр ăна. А. мĕншĕн ыттисемпе пĕрле парта хушшине ларса вĕренменнине шарламарĕ.

— Мана пĕрех аттестат параççĕ, шкул директорĕ хăй шантарчĕ.

— Ăхă, мана та малтан хăратрĕç: шкултан справкăпа тухса каятăн терĕç, аттестат пĕрех илтĕм, — шăллĕн хутне кĕчĕ асли.

Чӳречерен Иринăн пуçĕ курăнчĕ. Пăхсан хăраса каймалла: çур пичĕ кăн-кăвак. Такам хĕненĕ ахăртнех. Вăл кантăк витĕрех калаçрĕ. Тĕрĕсрех, словарьте çук сăмахсемпе кăшкăрчĕ. Ай-уй, ăçтан вĕреннĕ çапла перкелешме? Çăварĕнчен пĕр путлĕ сăмах та тухмасть. “Вăл яланах çапла пулнă, эпир хăнăхнă ĕнтĕ. Акă паçăр полиципе те çаплах калаçрĕ”, — терĕç ачисем. Вĕсем мĕн курса ӳсни йăлтах уçăмланчĕ. Ку килтен куçа хупса тармалла! Интернатра лайăхрах пулĕ, талăкра вĕри апат виçĕ хутчен çитереççĕ. Кайран патшалăх хваттер хăть парать. “Кирлĕ мар мана нимĕн те!” — çухăрашрĕ амăшĕ. “Сана кирлĕ мар та, ачусем пирки шухăшла!” — ăна çапла ăнлантарма тăрăшрăмăр, анчах пĕр сăмахĕ те хăлхине кĕмерĕ.

Ирина тумланса урама тухрĕ. “Мĕн пирĕн пата çаплах çӳретĕр. Тарăхтарса çитертĕр. А.-на пĕрех интерната памастăп!” — янăрашрĕ вăл. Çак ăнăçсăр çемьене вĕçĕмех рейдпа килсе çӳреççĕ, куçран вĕçертмеççĕ. Хăйсене шелленине, пулăшасшăн тăрăшнине чухламасть айван хĕрарăм.

Ирина интернатра ӳснĕ. Шкула кайма пуçличчен унăн амăшĕ вилнĕ. “Арçын ачасем питĕ хĕнетчĕç, анчах мана тĕкĕнместчĕç, эпĕ хама хӳтĕлеме вĕреннĕ. 18-та Кольăпа паллашрăм. Юратса пăрахрăм та... выртса çывăртăмăр, ачасем çуралчĕç”, — пытармарĕ икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕскер. Качча килнĕ чухне Андреевсен хуçалăхĕ çирĕпех пулман. Мăшăр çĕнĕ хуралтă таврашĕ çĕклемен, пуррине юхăнтарнă. Вĕçĕм ярăнакан пырне тăрантарса пултăр — упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те çак тĕллевпе пурăннă, хуçалăхра пăта çапасси çинчен шухăшламан. Шăвăç тимĕр картана Андреевсем кăçал, ашшĕ вилнĕ хыççăн, тытнă, чӳрече рамисене сăрланă. Килте выльăх çук, икĕ йытă кăна усраççĕ вĕсем. Иринăн хĕрĕ, вăталăххи, Мускавра ĕçлесе пурăнать. Карта тытма вăл та пулăшнă. Хĕрача шкулта аван вĕреннĕ. Хăйĕн çулне тупма тăрăшса тĕрĕс тăвать пике: кунта, ĕçкĕçсен йăвинче, нимĕн ырри те кĕтмест ăна.

Амăшне пăрахса каясшăн мар

— Эпĕ аннене пăрахса ниçта та каймастăп! Анне яланах ӳсĕр мар, урăлсан чиперех вăл. Эпĕ хăнăхнă ĕнтĕ капла пурăнма. Хамах хăçан та пулин çĕнĕ çурт çĕклĕп. Акă кĕçех 18 çул тултарăп та ĕçлеме кайăп, разнорабочие илеççех, — А. амăшне хӳтĕлени чуна пырса тиврĕ: анне начар пулсан та — аннех çав вăл.

— А.-шăн эпĕ яваплă. Интернат пирки çăвар та ан уçăр! Эпĕ ăна хĕлĕпе тăрантарса пурăнатăп! Çак ачана эпĕ тумлантармастăп тесе каласшăн-и эсир? Çарамас çӳрет-им вăл? Хампа пĕрле фермăна илсе каятăп, ниçта та уйăрмастăп, — хăйĕннех печĕ амăшĕ. Ĕçленĕшĕн ача пăсăлмасть-ха, вăт амăшĕн ачипе юнашар ларса урок тăвасчĕ. А. 9-мĕш класра вĕренет. 8-мĕшĕнче вăл икĕ çул ларнă. А.-н уйăхра пĕрре шкула каймалла. Килти начар условисенче епле вĕренет-ши вăл?

Ĕçкĕç çемйинче ӳснĕ ачасене ура çине тăма йывăр. Вĕсен йăлтах урăхла, çынсем пек мар. Акă кӳршĕри тантăшĕсем шкултан таврăннă çĕре сĕтел çинче вĕри апат пăсланать, килĕнче ăшă та таса, ашшĕ-амăшĕ кăмăллăн калаçса мĕнле паллă илнипе кăсăкланать, тĕпренчĕкне ыталать, мухтать. Андреевсем ачисене хăçан та пулин çавăн пек кĕтсе илнĕ-ши? Мĕн тери йывăр вĕсене. Пур енĕпе те. Ачасем те çакна йышăнаççĕ. “Кӳршĕсемпе ăçтан танлашас?” — Денис калани те çакна çирĕплетрĕ. Ашшĕ-амăшĕн кукăр çулĕпе каймалла маррине ăнланĕç-ши вĕсем? Ку — шурлăха туртакан çул. Денис та пӳрт çĕклес ĕмĕт пуррине каларĕ. Унăн хăйĕн çемйине ку çуртран аяккарах илсе каймалла. Ĕçкĕç хунямăшĕпе кинĕ пĕр пӳртре мĕнле кун кунлаççĕ-ши?

Иринăн ачисем ĕçлес, çурта çĕнетес ĕмĕтпе пурăнни савăнтарчĕ. Çапла, ачалăхĕ çăмăл пулман вĕсен, ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне пурнăç çулĕ çине тăмашкăн никĕс хывса пулăшман. Малашлăхĕ епле килесси хăйсенчен килет. Телее, пурте сывă, алă-ура ĕçлет... Ыттисенчен нимĕнпе те кая мар. Ним çук çĕртен ура çине тăнă çынсем те сахал мар вĕт. Çавсенсенчен тĕслĕх илмелле.

Ирина 45 çул тултарать çеç-ха, вăй питти хĕрарăм темелле. Анчах вăл карчăк евĕр курăнать. Питне кам çапса кăвакартнине те астумасть вăл е юри çапла каларĕ. Вăрăм чĕлхеллĕскер çине ачисем алă çĕклемеççĕ-ши? “Çук, мана килте никам та тĕкĕнмест. Тăрăнса кайнă, ӳкнĕ пуль”, — терĕ.

Ӳсĕр Ирина çапкаланса, урлă-пирлĕ сăмахсемпе янăрашса урам тăрăх анаталла утрĕ, ывăлĕсем малта пычĕç...

Алина ИЗМАН.

Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.