Комментари хушас

20 Юпа, 2016

Нуша куракансене пулăшма Украинăна кайнă

Шăтăк чавнă кĕреçесем кил картишĕнчех тăратчĕç. Ашшĕ-амăшĕн хуйха пула пуçĕ усăннă, калаçма вăйĕ çук. Сĕтел çинче Димăн сăнӳкерчĕкĕ умĕнче лампада çунать. Асламăшĕн аллинче — Турă кĕнеки... Юпан 1-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнчи Федоровсен алăкне чăтмалла мар пысăк инкек пырса шакканă: Украинăна хăй ирĕкĕпе кайнă аслă ывăлне боевиксем вĕлернĕ.

Нарăсра таврăнма ĕмĕтленнĕ

Валентина Родионовнăпа Александр Алексеевичăн ывăлĕсем çут тĕнчене умлăн-хыçлăн килнĕ: малтан Дима çуралнă, çулталăк та тăватă уйăхран — Алексей. Йĕкĕреш пекех çитĕннĕ вĕсем. «Ача чухне комуфляж костюм çĕлесе тăхăнтартаттăм та хăйсене салтак евĕр туятчĕç», — аса илчĕ амăшĕ. Çара та каччăсем пĕр вăхăтра, 2009 çулта, кайнă: пĕри — çулла, тепри — кĕркунне. Дима Мускав облаçĕнче РФ ШĔМĕн Шалти ĕçсен çарĕнче хĕсметре тăнă.

«Шкулта вĕреннĕ чухнех питĕ хастарччĕ, спорт енĕпе пур ăмăртăва та хутшăнатчĕ. Уйрăмах футбола килĕштеретчĕ, ял тăрăхĕн командишĕн те вылярĕ. Кĕлеткерен çирĕпчĕ, сывлăхне упратчĕ, усал йăласемпе туслă марччĕ. Шкулти тренировкăсемсĕр пуçне хăй тĕллĕн те нумай ĕçлетчĕ. Класра ăна хисеплетчĕç», — çапла каларĕ Чакаç шкулĕнчи физкультура учителĕ Леонид Атласкин. Вăл Димăна вĕрентнĕ.

Дмитрий ялтах тĕпленме ĕмĕтленнĕ. 25-ри каччă тăван ялтах /асли пулнă май уйрăлса тухма тĕв тытнă/ икĕ хутлă çурт çĕкленĕ: стенисене хăпартнă, тăррине витнĕ. «Кама кирлĕ ĕнтĕ вăл халь? Мĕн чухлĕ тăрăшрĕ, ĕçлерĕ...» — куççульне шăлчĕ Валентина Родионовна.

Дмитрий Канашри педколледжран программиста вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт хула администрацийĕнче ĕçленĕ. Анчах шалу тивĕçтерменнипе Мускава тухса кайнă, хурала кĕнĕ. Виçĕ çул каялла Дмитрий Мускаври юлташĕпе пĕрле хăй ирĕкĕпе Украинăна тухса кайнă. Вырăс халăхне пусмăрланине, ачасем ним айăпсăр вилнине, хĕрарăмсене мăшкăлланине, тискер пурнăçа пайтах курнă салтак. Унти халăха хĕрхеннĕ вăл, чи хăрушă вырăнсене яма ыйтнă. Малтанах Луганск облаçĕнче службăра тăнă, кайран — Донецк облаçĕнчи хĕç-пăшаллă çарсен ретĕнче.

Çарта Димăна юлташĕсем Федор тесе чĕннĕ. Пĕлтĕр ăна çурăмран амантнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн, утă уйăхĕнче, яла таврăннă. Шăллĕн Алексейăн туйĕнче савăнма та ĕлкĕрнĕ. Çывăх çыннисем ăна пĕлтĕрхи çулларанпа курман.

Дима çитес çулхи нарăсра яла яланлăхах таврăнма тĕв тытнă. «Тепре каятăп та килетĕп.Вара авланатăп», — тенĕ. Чун савнийĕ те пулнă яшăн. Донецк облаçĕнче паллашнă пике унăн чĕрине кĕрсе вырнаçнă. Маша та шăпине чăваш каччипе çыхăнтарма килĕшнĕ. Вилĕм уйăрман тăк чаплă туй кĕрлеттерсе çемье çавăрĕччĕç вĕсем...

Юпан 1-мĕшĕнче 7 сехет тĕлĕнче Донбасри Авдеевка çывăхĕнче Димăна пуçран вилмеллех амантнă. «Ирхи 9 сехетре командир шăнкăравларĕ, хурлăхлă хыпара пĕлтерчĕ. Телефона эпĕ тытрăм. Кинпе ывăл пӳртре марччĕ, Димăн пахчине йывăç лартма кайнăччĕ. Мăнукăм мĕн тери йăваш ачаччĕ. Кайнă е килнĕ чухне мана кашнинчех ыталатчĕ, чуптăватчĕ, сĕре лайăх пулнă вăл пирĕн», — Дима çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçрĕ асламăшĕ Нина Васильевна.

Димăн ӳтне тăван тăрăха юпан 8-мĕшĕнче, çур çĕр иртни 1 сехетре, илсе килнĕ. Савнийĕн тупăкĕпе пĕрле Маша та Чăваш Ене пĕрремĕш хут ура ярса пуснă. Вăл 40 кунхине асăниччен Мăкăртах пурăнасшăн.

«Цинк тупăка ют республикăран илсе тухма питĕ чăрмавлă пулчĕ. Унтах пытарма сĕнчĕç. Анчах эпир килĕшмерĕмĕр. Юлташсемпе тăвансем пулăшнипе мăнукăма яла çитертĕмĕрех», — кулянчĕ Нина Васильевна.

Федоровсем килĕнче куççуль тăкнă вăхăтра ултавçăсем тĕлĕрмен: çын хуйхипе усă курса укçа ĕçлесе илме тĕв тытнă. Вĕсем Федоровсем патне Интернет урлă çыру янă: «Машина çĕмĕрĕлчĕ, укçа çук. Эпир Саратовра. Укçа куçармасан тупăка илсе килейместпĕр», — тенĕ. Аптăратсах янă ку хыпар. Юрать, тавçăруллисем тупăннă, тӳрех укçа куçарма васкаман. Çапах тăванĕсем Саратова кайса килме тĕв тытнă: тен, чăнах та çапла? Вара ултав çиеле тухнă.

Хăйсен ирĕкĕпе ополчение кайнисем пирки ЧР Çар комиссариачĕ те, РФ Оборона министерстви те информаци пухмасть, çавăнпа вĕсем Дмитрий Федоров çинчен нимĕн те калаймаççĕ.

«Дима пеккисемпе разведкăна çӳреççĕ»

Эпир Интернетри соцсеть урлă çапăçу хирĕнче Дима Федоровпа пĕрле пулнă юлташĕсемпе çыхăнтăмăр. Вĕсем пирĕн пата çырма май тупрĕç. Мускав каччи Роман Климков Димăпа Донецкри аэропортра службăра тăнă. «Пирĕн тĕллевсем тĕрлĕренччĕ, хутран-ситрен кăна тĕл пулаттăмăр. Моторола командирăн подразделенине, «Спартăна», чи вăйлисем кăна лекейнĕ, ăнсăртран килнисем икĕ кунран ытла чăтаймастчĕç. «Спарта» тинĕс пехотин уйрăм разведка батальонĕ шутланнă. Ку ят Донецкри подразделени çумне те çыпçăннă. Унччен унта танксене пĕтерекен темиçе теçетке салтак пулнă. Эпĕ «Спартăна» кĕнĕ чухне унта 250-а яхăн çынччĕ, вăл хисеп ӳссех пычĕ. Унăн ертӳçи яланах Арсен Павлов /Моторола/ пулнă. /Çак кунсенче ăна вĕлернĕ. — авт./. Мĕншĕн тинĕс пехоти тетĕр-и? Комбат тинĕс пехотинче хĕсметре тăнăран çапла йышăну тунă: пурин те тинĕс пехоти пулмалла. Халĕ «Спартăн» официаллă ячĕ çук. Çапах нашивка, астăвăм сыхланса юлнă. Унта — çирĕп йĕрке, устав. Палăртмалла: эрех, наркотик, мародерлăх тĕлĕшпе йĕрке питĕ çирĕп. Чи çăмăл айăплав — намăс кăтартса хăваласа яни», — çырчĕ Роман Климков.

Чулхула каччи Павел Куташенко каланă тăрăх, Дима шанчăклă та хастар тус пулнă, вилĕме куçран пăхма хăрамасăр ялан мала ыткăннă. «Ун пеккисем питĕ сайра тĕл пулаççĕ. Шăпах Дима йышшисемпе разведкăна каяççĕ те. Вăл калаçнинчен ытларах итлеме юрататчĕ, питĕ хаваслăскерччĕ. Япăххи ун пирки нимĕн те аса килмест, приказа яланах питĕ тĕплĕ пурнăçлатчĕ, никампа та хирĕçместчĕ. Чăн-чăн салтак — Турă паниех ку. Ашшĕ-амăшĕ ăна тивĕçлĕ воспитани парса ӳстернĕ. Шел, вăрçă чи лайăххисене илсе каять. Халĕ ĕнтĕ вăл пирĕн лăпкăлăха çӳл тӳперен сăнĕ. Эпир ăна нихăçан та манмăпăр», — çырчĕ Дима.

«Спартăра», Донецкри аэровокзалăн кивĕ тата çĕнĕ çурчĕсемпе ытти зданийĕнче /терминалта/ çарта тăнисем нихăçан та манăçа тухас çук. Çавăн чухне шăпах Федорпа паллашрăм. Темиçе уйăхран кăна вăл Дима ятлине пĕлтĕм, мĕншĕн тесен пурне те хушма ятпа чĕнетчĕç. Çакă хăнăхнă йăлаччĕ, хушаматпа, ятпа каласан кам пирки сăмах пынине тӳрех тавçăраймастăмăр, кулăшлаччĕ ку. Дима çинчен мĕн çырас-ши тесе пуçа чылай ватрăм: юнашар тăрса çапăçнă, пĕрле ӳкерĕннĕ сăнсем те пур... Дима салтак чунăма мĕнле кĕрсе вырнаçнине каласа ăнлантарма сăмах тупаймастăп. Хаваслă, кăсăклă, кăмăллă çынччĕ. Ăна аса илсен те, сăнӳкерчĕкре курсан та сăн-питĕмре тӳрех йăл кулă çуралать, кăмăл çĕкленет. Çут çанталăк парнеленĕ хаваслăх пурччĕ унра. Пĕр самант асра: çĕнĕ аэропорт хыçĕнче 5 метр çӳллĕшĕнчен Украина пехотин çар машини /БМП/ çаврăнса ӳкнĕччĕ. Федор вăхăта сая ямасăр хăйĕн юратнă гранатометне авăрларĕ те 60 метр çывăхĕнчен тăшман машинине тивертрĕ. Нумайччен çунчĕ, сирпĕнчĕ вăл. Пĕрле çапăçакан туссен çулĕсем уйрăлаççĕ. Кăштах вăхăт иртсен Федор вилнине пĕлтĕм. Çухату мĕн тери йывăр пулнине сăмахпа каласа кăтартма çук. Анчах ку, ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен, юратнă хĕрĕн хуйхипе танлаштарсан, нимех те мар пулĕ. Çулталăк каялла, çурла уйăхĕнче, Луганск облаçĕнче пирĕн пĕлĕш Сергей Щелкунов /Щелкун хушма ятпа çӳренĕскер/ мина çинче сирпĕнчĕ, тепĕр уйăхран — Плаха. Эпир пурте «Спартăра» пулнă чухне терминалсене штурмланă çĕре хутшăннăччĕ. Мĕншĕн-ха чуна амантакан çухатусене тӳсме тивет? Çакăн пирки пĕрре мар пуç ватнă эпĕ. Турă çылăхсемшĕн шар кăтартать пулĕ тетĕп аптăранипе. Мирлĕ халăха тĕп тăвакансен — хула çине самолетран бомба, фосфор пăрахакансен, минометран перекенсен... — шăпи тулмасть-ши вара? Эпир вăрçа чараймастпăр çав, кунта хăйĕн йĕрки. Пирĕн çĕршыв чиккинче Дима, Щелкун, Донецк каччи Плаха евĕр паттăрсем пулсан эпир çирĕп те вăйлă пулнине кăтартатпăрах», — палăртрĕ Омск каччи Женя Бишняков.

Ашшĕ-амăшĕ — ывăлне, çĕршыв вара хăйĕн патриотне çухатрĕ... Дима выртакан цинк тупăка уçман. Килте çĕр каçарнă хыççăн шăматкун, юпан 8-мĕшĕнче, ăна пытарнă. Вилтăпри çине çарти юлташĕсем пырса кайнă, чечек хурса хăварнă, пăшалтан залп парса салтака хисеп тунă.

Алина ИЗМАН.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.