Алина ИЗМАН

10 Чÿк, 2016

Амăшĕн капиталĕ пурришĕн упăшки йăлтах каçарать

“Ирĕклĕ юрату” тени хĕвеланăçри çĕршывсенчен Куславкка районĕнчи Куснара та çитнĕ пулас. Хăшĕ-пĕри мăшăрĕн еркĕнĕ пуррине пĕле тăркачах пĕр çемье пек пурăнать, хуçалăх тытать, ача-пăча ӳстерет. Александрпа Наталья Сабакаевсем пирки те çавнах каламалла-тăр: арăмĕ вĕçĕмех килтен тухса кайса çухалнине упăшки каçарать. Кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнать тесе алă сулма та юрĕччĕ. Анчах кунашкал пулăма чун ниепле те йышăнаймасть. Хăнăхман кун йышшине эпир. Уйрăмах çемьере ачасем пулсан айккинче юлма юрамастех. Ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ пурăнайман чухне чи малтан вĕсем шар кураççĕ-çке.

Наташăпа Сашăн хут­шă­­­нăвĕ тĕлĕнмеллипех тĕ­лĕн­терчĕ. Мĕн ку — юрату-и е урăхла пурăнма май çук­ки-и? Çакна тĕпчеме Куснара çитрĕмĕр. Малалла вулас...

10 Чÿк, 2016

Сӳннĕ вучаха çĕнĕрен чĕртнĕ

Ираида нумай ачаллă çемьере çуралнă пулин те кун-çул панă çыннисен ăшшине туйса курман, амăшĕ вилнĕ хыççăн ăна интерната панă. Тĕлĕнмелле хурлăхлă шăпа кĕтнĕ ăна кайран та: юратса пĕрлешнĕ упăшкипе пĕрле пепкисене ӳстерме пӳрмен Ираидăна. Чĕре чирĕпе аптăранăскер 29-тах вилнĕ, 5-ри Наташăпа 3-ри Алинăна тăлăха хăварнă. Амăшне пытарнă хыççăн ачасем тăван килте пурăнма хăранă. Вĕсене аслашшĕпе асламăшĕ хăйсем патне илсе кайнă. Малалла вулас...

3 Чÿк, 2016

Няня ачан шăпине хуçма парасшăн мар

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Зинаида Киргизова тĕрĕслĕх шыраса Мускава çит-нĕ. Нумаях пулмасть Пĕрремĕш каналти «Мужскоеıженское» телекăларăма хутшăннă вăл. Зинаида Николаевна няня пулса 3-ри Ярослава пăхать. Арçын ачан амăшĕ, 22-ри Надежда Петрова, ывăлне пачах килсе курмасть, укçан пулăшмасть, воспитани памасть-мĕн. Çавăнпа няня Надеждăна амăшĕн правинчен хăтарма ыйтать.

27 Юпа, 2016

«Вĕрентекенĕн чунĕпе ача пулмалла»

Алла диплом илсенех вăл ăçта ĕçе вырнаçассине тӳрех пĕлнĕ — шкула. Кун пирки нимĕнле иккĕленӳ те пулман. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупасси çамрăк педагога малтанах хăратнă. Канашри 2-мĕш шкулта /вăл хăй те унта пĕлӳ сукмакне такăрлатнă/ практика тухнă чухне шиклĕх туйăмĕ сирĕлнĕ.

27 Юпа, 2016

Хĕвел айĕнче вырăн çителĕклĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 99-мĕш сезон уçăлнă тĕле “Пихампар чунĕ манра” мюзикл хатĕрлерĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă. Сцена çине вăл юпан 20-мĕшĕнче тухрĕ. Либретто авторĕ — Владислав Николаев. Сăмах май, çыравçăн, журналистăн драматургири пĕрремĕш ĕçĕ мар ку. Спектакльте икĕ тĕнче — чĕрчун тата этем — хирĕçтăрăвне, туслăхне, юратăвне, шанчăклăхне хускатнă, унта символпа нумай усă курнă. СССР Халăх артисчĕ Валерий Яковлев режиссер çакнашкал кăткăс, çав вăхăтрах кăсăклă, хайлава куракан патне çитерчĕ, автор калас тенĕ шухăша туллин уçса пачĕ. Малалла вулас...

Pages