Алина ИЗМАН

2 Нарăс, 2017

«Эпир çуннине кÿршĕсем ярмăрккăри пек пăхса тăчĕç»

"Галя, тăр-ха! Пушар! Çунатпăр", — çывăракан арăмне вăратнă Владимир. Çĕр варри, икĕ сехет иртнĕ. Тутлă ыйха сасартăк татма тивнĕ май мĕн пулса иртнине хĕрарăм тÿрех ăнкарайман. Чÿречерен пăхнă — вите-сарай хĕп-хĕрлĕн ялкăшса çуннă. Пушарнăйсене чĕннĕ хыççăн арăмĕ чĕтрекен аллипе документсене пуçтарнă, унтан çывăрмалли кĕпе вĕççĕн, çара уран кÿршисем патне чупнă. Упăшки выльăха вут-çулăмран хăтарма васканă...

2 Нарăс, 2017

Тупăшĕ те, пурлăхĕ те çук: алимент мĕнле шыраса илмелле?

“Ку хваттерте сирĕн валли кăсăклă материал тупăнатех”, — шантарчĕç Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем рейда тухсан. Артем Куманейкин суд приставĕпе, управленин пуçлăхĕн пулăшуçипе Антон Антоновпа пĕрле Шупашкарти Мускав районĕнче пурăнакан парăмçăсем — алимент тÿлеменнисем — патне çитрĕм. Суд приставĕсем кашни юнкун парăмçăсем патне хваттере çÿреççĕ.

26 Кăрлач, 2017

Преподавателе хывăхпа улталаймăн

Аудиторие кĕнĕ чухне экзамен пуçланнăччĕ. 4 студентка ыйтусене хуравлама хĕрсех хатĕрленетчĕ. Эпĕ те билет илсе парта хушшине лартăм. Манăн студент вăхăчĕ тахçанах иртнĕ ĕнтĕ, редактор черетлĕ ĕç хушнипе экзамена килтĕм. “Хыçалти рете лар, кам мĕнле шпаргалка туртса кăларнине сăнама меллĕрех унтан”, — терĕ вăл. Анчах хыçалти вырăнсене пурне те йышăннăччĕ ĕнтĕ, камăн преподаватель сăмси умĕнче ларас килтĕр-ха? Хĕрсем мана палламаççĕ, вĕсемшĕн эпĕ — куçăн мар майпа вĕренекен студент. Преподавательпе вара маларах калаçса татăлтăм.

26 Кăрлач, 2017

Кулибин арăмĕ вертолет ÿкесрен хăрать

Красноармейски районĕнчи Йÿçкассинчи Станислав Владимирова ял-йыш Кулибин тесе чĕнет. Вăл тимĕр-тăмăртанах хуçалăхра кирлĕ япаласем — вак-тĕвекрен пуçласа снегоход, трактор таранах — ăсталать. Пĕр çулхине Станислав Германович журналистсене вертолет пуçтарас шухăшпа пурăннине пĕлтернĕччĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ: хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ-ши 67-ри арçын?

19 Кăрлач, 2017

Патологоанатом пурнăçа ытларах юратать

Вăл — тухтăр, анчах сиплемест, унăн шухăшĕ медицинăри чылай специалистшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл — чи лайăх диагностик, çапах унăн “пациенчĕсем” нимĕн ыратнине те шарламаççĕ. Органсен пĕчĕк пайĕсене тĕпчесех вăл пысăк та тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвать. Унăн “пациенчĕсем” вилнĕ, анчах ку специалист питĕ кирлĕ. Тавçăртăр пулĕ: калаçу патологоанатом пирки пырать. Паян эпир ăна хăйне, микроскоппа пăхнă евĕр, тĕпчĕпĕр. Мĕн хистенĕ çак профессие суйлама? Виле кунсерен касакан, унăн ăш-чикне уçса тĕпчекен тухтăрăн мĕнле çын пулмалла? Тахçантанах кăсăклантарнă ыйтăва уçăмлатма Шупашкарти Пирогов урамĕнче вырнаçнă республикăри судпа медицина экспертизин бюровне çитрĕм. Малалла вулас...

Pages